30 ноября 2013 г.
Треньелĕнче районти шкулсенчи 8-9 классенче вĕренекен ачасем хушшинче мини-футболăн финалти ăмăртăвĕсем иртрĕç. Унта выляма Алманчăри, Аслă Чементи, Хирти Пикшикри, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсен, тепĕр ушкăнра Алманчăри, Турханти, Ыхра Çырминчи вăтам тата Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисем тивĕç пулчĕç. Çивĕч тупăшура вăтам шкулсем хушшинче малти вырăнсене Алманчăри, Аслă Чементи, Хирти Пикшикри вĕренỹ учрежденийĕсене çỹрекенсем йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командипе тăратнă ушкăнсенчен Ыхра Çырминчи, Турханти, Алманчăри футболистсем 1-3-мĕш вырăнсене тăчĕç. Çĕнтерỹçĕсем "Паттăр" физкультурăпа спорт шкулĕн дирекцийĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)