30 ноября 2013 г.
"Урожай" спорт обшествин чемпионатне волейболла выляс енĕпе хĕрарăмсем те хутшăнчĕç. Финалта тупăшма вара Шупашкар, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай районĕсен командисем тивĕçнĕ. Вăйăсене хутшăнма Патăрьелсен çăмăллăхĕ пулнă. Вĕсем _ иртнĕ çулхи çĕнтерỹçĕсем. Кăçал та маххă памарĕç хуçасем. Кашни командăпа выляса 2:0 шутпа пĕрремĕш вырăна тухрĕç, куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕç. Район чысне И. Суслина, С. Васильева, А. Клементьева, Е. Шашкина, К. Шурбина, Н. Суркова, Т. Исаева, К. Ялукова, Я. Васюткина, О. Козлова, Т. Торговцева хỹтĕлерĕç. Вĕсене çак ăмăртăва "Паттăр" физкультурăпа спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов хатĕрлерĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)