АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пĕлтерĕшлĕ бюджет

04 декабря 2013 г.

 Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 16-мĕш сессийĕ икĕ тапхăрпа ĕçлерĕ. Иккĕмĕшĕнче депутатсем чи малтан "Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен" саккун проектне тепĕр хут тишкернĕ. Хальхинче ахальтен мар ăна "социаллă пĕлтерĕшлĕ" тесе хакланă. Апла тăк çĕнĕ объектсем хута кайĕç, шалу та пысăкланĕ, кĕскен каласан _ пурнăç условийĕсем татах лайăхланĕç.

Парламентарисем пурте тенĕ пекех (кун пекки халĕччен пулманччĕ-ха) çитес виçĕ çулхи бюджета пĕтĕмĕшле ырланă. Республикăн виçĕ çулхи бюджечĕпе пĕрлех "Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕ территори фончĕн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен" саккун проектне те иккĕмĕш вулавпа çирĕплетнĕ. Кун йĕркинчи виççĕмĕш ыйтупа та чăрмав пулман.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ _ Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег Мешков сĕннĕ çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курасси çинчен калакан саккун проектне иккĕмĕш вулавпа вăя кĕртнĕ.

16-мĕш сессин иккĕмĕш тапхăрĕн кун йĕркине хушма 5 ыйту кĕртнĕ. "Чăваш Республикин инвестици фончĕ çинчен" саккун проекчĕ пушă çĕрте çуралман. Паянхи кунччен эпир ку тĕллевпе федераци хыснинчен уйăракан укçа-тенкĕпе усă курнă. Çитес çултан кун пек "ырлăх" вĕçленет, малашне хамăр бюджетпа тата асăннă фондра пухăнакан тупрапа усă курма тивет. Çавăнпа пĕрлех Чăваш Республикин инвестици ĕç-хĕлне лайăхлатма патшалăх енчен пулăшу кỹмелли саккуна улшăнусем кĕртме йышăнчĕç, иккĕшне те иккĕмĕш вулавпа йышăннă.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика