04 декабря 2013 г.
Районти тĕп больницăра республикăри ялсенчи сывлăх учрежденийĕсенчи тĕп врачсен кунĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, республикăри Сывлăх тата социаллă аталану министрĕн çумĕ И. Ефимова, министерство представителĕсем хутшăнчĕç.
Малтан район больницин тĕп врачĕ А. Емельянов тата неврологи уйрăмĕн заведующийĕ Т. Каштанова хăнасене ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç, районăн тата кỹршĕллĕ район халăхĕн сывлăх сыхлавĕ çинчен каласа кăтартрĕç.
Пленари пайĕ акт залĕнче пычĕ. Унта министерство консультанчĕ Е. Салмин Республика Пуçлăхĕн 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи хушăвне мĕнле пурнăçлани, умри задачăсем çинче чарăнса тăчĕ. Министерствăн штатра тăман тĕп неврологĕ В. Иванова районсем хушшинчи центрта сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ 2012 тата кăçалхи 9 уйăхра мĕнле пынипе паллаштарчĕ.
М. Калмыков демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ĕçре сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, чирсен профилактики пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ, "Ял тухтăрĕ" республика программин тивлечĕпе врач кадрĕсен дефицичĕ чакса пынине пĕлтерчĕ. Халĕ харăсах талăкĕпех 5 врач специалист дежурствăра тăрать. Ялсенчи больницăсенче те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме май пур. Республикăри ялсенче тĕслĕхлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тумалли программăпа килĕшỹллĕн Хирти Пикшикре тата Пăлапуç Пашьелĕнче çĕнĕ хăтлă çуртсем ỹссе ларнă.
Районти ача çуратмалли, гинекологи, травматологи тата неврологи уйрăмĕсенче тăватă район халăхĕ сипленет.
Тĕп врачсен кунне хутшăнакансем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç, кун йĕркинчи ытти ыйтусене сỹтсе яврĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)