04 декабря 2013 г.
Раштавăн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн тĕп саккунне _ Конституцие _ йышăннăранпа çирĕм çул çитет. Пур енĕпе те шайлашуллă нормативлă право документне пирĕн çĕр-шывра пурăнакан кашни гражданинăн пĕлмелле, хисеплемелле, ăна пăхăнса пурăнмалла. Çак тĕллевпе эпир Турханти вулавăшра "сывлăх" ушкăна çỹрекен тĕрлĕ çулсенчи çынсемпе тĕл пулса "Конституция" ятпа электронлă презентацине пăхрăмăр, "Конституция _ основной закон страны" куравпа паллашрăмăр, ку чухне саккун умĕнчи хамăрăн пурнăçри тивĕçĕмĕр пирки калаçрăмăр.
А. ШЕЛЯКОВА, библиотекарь.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)