04 декабря 2013 г.
Паян пирĕншĕн, аслă çулхи çынсемшĕн, пурнăçри сакăлталлă вăхăтсене куç умне кăларса тăратмаллисем пайтах. Йывăрлăхĕсем те, çитменлĕхĕсем те пулчĕç-тĕр. Çапах та Серафима мăшăрăмпа вунă ача çуратса çитĕнтертĕмĕр. Пурне те тивĕçлĕ воспитани патăмăр тесе калас килет. Çавна пулах кашниех килĕштернĕ специальноçа вĕренсе тухрĕç. Ачасенчен çиччĕшĕ аслă пĕлỹллĕ. Хальхи вăхăтра вара ачасемпе çеç мар, мăнуксемпе та савăнатпăр. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест теççĕ. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех Конституцинчи калакан правăпа усă курса пĕлỹллĕ пулĕç тетпĕр.
В. ТИХОНОВ. Ишлĕ ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)