АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулар: пăр çỹхе!

04 декабря 2013 г.

 Кĕр вĕçленнĕ, хĕл пуçланнă тапхăрта пăр питех те ултавлă. Çакă сывлăш температури пĕр пек пулманнипе çыхăннă. Çỹхе пăр çине кĕме хăрушă _ кĕтмен инкек сиксе тухма пултарать, çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăласси те инçе мар.

Пăр çине хăçан хăрамасăр кĕме пулать? Çырма-пĕве урлă çуран каçса çỹрекен çынсен яланах çакна асра тытмалла: симĕсрех тĕс çапнă 7 сантиметр хулăнăш пăр пĕр çынна каçма шанчăклă шутланать. Конькипе ушкăнпа ярăнакан вырăнти пăр 25 сантиметр хулăнăш пулмалла.

Çакна та шута илмелле: çăл куçсем тапакан вырăнсенче пăр уйрăмах çỹхе. Йывăç-тĕмсем, хăмăш ỹсекен таврашра та пăр пĕр пек çирĕпленсе çитеймест, çын йывăрăшне чăтаймасть.Енчен те сывлăш температури темиçе кун 0 градусран пысăкрах тăрать пулсан пăр çине кĕмелле мар. Пăр çирĕплĕхне куçпа курсан та пĕлме пулать. Вăл кăвакрах тĕслĕ _ çирĕп, шурă _ çирĕплĕхĕ икĕ хут пĕчĕкрех, сарăрах тĕслĕ тĕксĕм пăр вара шанчăксăр, хăрушă. Енчен те пăр çинче инкек сиксе тухрех пулсан мĕн тумалла? Çухалса каймалла мар _ çакă чи кирли. Хăвăр çинчи йывăр япаласенчен хăтăлма тăрăшăр, пулăшу чĕнĕр. Шывра хăвăрт хусканусем ан тăвăр, пĕр тикĕс сывлама тăрăшăр. Аллăрсемпе пăр хĕрринчен тытма хăтланăр, асăрханса пăр хĕррине шуса тухăр, хырăмпа çыран хĕрринелле шăвăр. Астăвăр: чĕркуçленме е ура çине тăма пачах юрамасть.

Çын путнине курсан ăна çийĕнчех пулăшу пама тăрăшмалла. Пăр катăлнă вырăна утса мар, хырăмпа шуса анчах çывхарма юрать. Путакана вăрăм патак тăсса памалла. Алă айĕнче вăл çук пулсан шарф е пиçиххи пама юрать. Çын çăлăнăç хатĕрне çирĕп тытнă хыççăн ăна асăрханса пăр çине туртса кăлармалла. Çакăн хыççăн шыва кĕрсе ỹкнĕ çынна çийĕнчех ăшă çĕре илсе çитермелле, йĕпе тумтире типпипе улăштармалла, ỹте спирт е шурă эрех хутăшĕпе йĕпетнĕ татăкпа лайăх сăтăрмалла, вĕри чей ĕçтермелле.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика