АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çакăн пек çỹп-çап айне путатпăр-и?

04 декабря 2013 г.

 Хаçат редакцине Кивĕ Катек ялĕнче пурăнакан пĕр çынтан çыру килнĕччĕ. Автор ятне, хушаматне палăртман пулсан та вуласа тухас килчĕ. Çулĕпе çамрăках марскерĕн (почеркран курăнать) чунне Пăла хĕррине килти ăпăр-тапăра, йыт-кушак виллине пыра-пыра пăрахни ыраттарни пирки çырнă. Чăннипе те çапла вĕт-ха! Аслă çултисем ĕлĕк çырмасенче япала çунине калаççĕ. Халь вара пĕр-пĕр чир ертесрен шыва кĕме те хăрамалла. Анчах çак ỹкерчĕк юхан шыв хĕрринче кăна мар: унта е кунта мĕн те пулин йăваланса выртнине кашни утăмрах куратăн.

Кил-çурта тасататпăр та кирлĕ мар япаласене хамăрăн куç курман вырăналла кайса пăрахатпăр. Канма тухсан шашлăк, пулă шỹрпи пĕçеретпĕр _ юлашки ăпăр-тапăра çавăнтах хăваратпăр. Уйрăм предпринимательсен лавккисенче ĕçлекенсем те тирпейлĕх пирки "манаççĕ". Çывăхри территоринче çырма пулсан хут курупкăсене, эрех-сăра кĕленчисене çавăнталла вăркăнтараççĕ. (Авт. _ Эсир куракан сăн ỹкерчĕкре те инçех мар суту-илỹ çурчĕ вырнаçнă.) Ял халăхĕ те тулли михĕ е витре йăтса çавăнталлах утать. Çак лăпăр-лапăрпа юнашарах çурт ларать, унта çынсем пурăнаççĕ. Тен, пĕчĕк ачисем те пур-тăр. Вĕсен пулмасан _ кỹршисен. Çакăнта çулла выляма тухни пирки шухăшласа илсенех чун сỹ! туса каять. Сысна та хăй выртакан вырăна вараламасть теççĕ те вĕт... Эпир вара, шухăшлама пĕлекен чĕрĕ чунсем, выльăхран та нĕрсĕртерех иккен.

Пĕр хут усă курмалли чашăк-тирĕке сутма пуçланăранпа пушшех те çỹп-çап айне путма тытăнтăмăр. Çĕрмен пластиксем унталалла та кунталла çеç вĕçеççĕ. Çунтарсан та этем сывлăхĕшĕн, тавралăхшăн сиенлĕ хутăшсем тухаççĕ. Тухтăрсем тепĕр хут усă курма юраманни çинчен те аса илтерсех тăраççĕ. Ылтăн алăллă çынсем вĕсенчен чечексем, кайăксем ăсталаççĕ-ха, анчах пĕрех пурте ĕçе кĕмест. Хушăран, чăнах та, çак япаласене ăçта хумаллине те пĕлмелле мар.

"Видеокамера лартсан, ăпăр-тапăр килсе пăрахакансене çийĕнчех явап тыттарсан кăна тасалăх хуçаланĕ", _ тенĕ çыру авторĕ. Шухăшĕ лайăх-ха, анчах пур çĕре те ỹкермелли хатĕрсене вырнаçтарса пĕтерме çук. Тата, çырма-çатрара кирлĕ-кирлĕ мар япала ан пултăр тесен яваплă çынсен çỹп-çапа пухассине тивĕçлĕ шайра йĕркелемелле. Çынсен хăйсен те кăштах та пулин çут çанталăка упрасси пирки шутламалла. Хамăр пурăннипе кăна мар вĕт! Пирĕн тата ачасем те пур. Вĕсене валли эпир мĕнле малашлăх хатĕрлетпĕр? Çĕр тата хăйĕнчен çакăн пек мăшкăланине чăтайĕ-ши? Унăн тĕнĕлĕ пирĕн айăппа хуçăлмĕ-ши? Çак ыйтусем кашни çыннăн чĕрине канăçсăрлантарма пуçласан тем пекехчĕ те...

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика