07 декабря 2013 г.
КУ ЧУХНЕ пурнăçри çĕнĕлĕх çине тỹрех куç тирĕнет. Акă, Шупашкарти пĕр шкулта ачасем кăна мар, учительсем те пĕр пек çи-пуç çине куçнине калаççĕ. Çак шухăш вĕсен ултă çул каяллах çуралнă иккен. Анчах ачасем кам мĕнле пултарать, çавăн пек тăхăнса çỹренĕ вăхăтра вăл йăла вырăнлах мар пек туйăннă. Вĕрентекенсен тумтирĕ хура жилетран, юбкăран е шăлавартан, çутă тĕслĕ кĕперен тăрать-мĕн. Илĕртỹллĕ, капăр... Тен çакнашкал йĕрке Юхмапа Пăла тăрăхне те килсе çакланĕ?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)