АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчери 13 опера фестивалĕ

07 декабря 2013 г.

Шупашкарта, Оперăпа балет театрĕнче, Максим Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивалĕ пынă кунсенче, чỹк уйăхĕн 22-29-мĕшĕсенче, сцена çинче Джузеппе Вердин тĕнчипе паллă произведенийĕсем _ "Отелло", "Риголетто", "Аида", "Травиата" оперисем _ янăранă. Иртнĕ шăмат кун вара кĕвĕ-çемĕ уявĕ гала-концертпа хупăннă.

Концерта чăннипех мухтава тивĕçлĕ солистсем хутшăннă. Хăнасенчен, ютран килнисенчен çаксем пулнă: Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Сунь Лу, Инь Яньчжуан (Китай), Балгансурен Эрдэнэтуяа (Монголи), Раççейри пал-лă театрсен юрăçисем те хутшăннă. Вĕсем: Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Андрей Архипов, Роман Шулаков (Пысăк театр), СССР халăх артисчĕ Леонид Сметанников (Сарă ту академи оперăпа балет театрĕ), Раççей халăх артисчĕ Виктор Черноморцев тата Жанна Домбровская (Мариинка театрĕ), Раççей тава тивĕçлĕ артистки Вера Баранова (Красноярск патшалăх оперăпа балет театрĕ).

Хамăрăннисем те ютрисенчен юлман. Куравçăсемпе итлевçĕсем Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Иван Снигирев, Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Мария Еланова юрланисене ăшшăн йышăннă.

Палăртса хăвармалла: Иван Снигирев юлашки çулсенче пысăк ỹсĕмсем тăвать. Асăннă фестивале уçнă премьерăра _ "Отелло" оперăра _ тĕп партие юрланă. Виçĕ çул каялла Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çамрăк юрăçсен Максим Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕсенче çĕнтернĕччĕ. Ентешĕмĕр ячĕпе тĕвĕленсе çирĕп тымар янă Опера фестивалĕ ун асăнчĕ яланлăхах юлĕ. Шăмат кун вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ пулса тăнă. Çакна çирĕплетекен документа ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев панă. Гала-концерта вăл мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пынă. Сăмах май, классика музыкин уявне çавăн пекех Раççей ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров мăшăрĕпе Светлана Юрьевнăпа хутшăннă.

2005 çултанпа Чăваш Ен опера искусствин ĕçченĕсем фестиваль ахрăмне республикăри хуласемпе районсене те çитеççĕ. Кăçал çавăн пек гала-концерт раштавăн 3-мĕшĕнче Куславккара иртнĕ. "Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика