АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ене сумлă вымпел

07 декабря 2013 г.

 Чăваш Республикин Пуçлçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп çар округĕн йĕркелỹпе мобилизаци управленийĕн штабĕн ертỹçипе Александр Линьков генерал-майорпа тĕл пулнă. Ун хыççăн РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсен Çар управленийĕн органĕсен çар учетне çỹллĕ шайра йĕркелес тĕллевпе ирттернĕ смотр-конкурсра мала тухнăшăн Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин вымпелне панă çĕре хутшăннă.

Асăннă тупăшăва ирттерме Раççей Правительствин Постановленийĕпе 2006 çулта йышăннă. РФ Оборона министерствин конкурс комиссийĕ 2013 çулхи ака уйăхĕнче Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем саппасри çар çыннисене мĕнле шута илнине, вĕсемпе мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ. Конкурс комиссийĕн пĕ-тĕмлетĕвĕпе федераци субъекчĕсен хушшинче Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чăваш Ен ертỹлĕхĕ çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине, "Орленок", "Зарница" çар вăййисем тăтăш ирттернине палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен тĕллевĕсене пурнăçлама пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Канаш район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова Оборона министерстви ячĕпе алла çыхмалли сехетпе чысланă. Смотр-конкурса пирĕн республикăри пур ял-хула тăрăхĕсемпе округĕсем хастар хушăннă.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика