07 декабря 2013 г.
Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн раштавăн 9-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун шутланать. Кăçал ăна вуннăмĕш хут паллă тăватпăр.
Ку чухне ĕçлĕ çынсем, общество деятелĕсем хăй пайтишĕн укçашăн çуннине ăнлантаракан сăмах массăллă информаци хатĕрĕсенче те, халăх хушшинче те ытларах та ытларах усă курăнма пуçларĕ. Çак ыйтупа серепене çакланнисем вара саккун умĕнче пурте пĕр тан. Вĕсен пурин те РФ УКăн 159 статйин 3 пайĕпе килĕшỹллĕн явап тытма тивĕ.Кăçал пирĕн районта шăпах çак сăлтавпа тунă пысăк хура ĕç пулман, çапах та ăна çывăх ĕçсем çук мар.
Районсем хушшинчи следстви пайĕ нумай пулмасть Патăрьелĕнчи тĕп больницăри ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ пирки пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе вĕçне-хĕрне тухрĕ. Тухтăра харăсах виçĕ статьяпа айăплаççĕ: 293 статьян 2-мĕш пайĕпе (тимсĕрлĕхе, асăрханманлăха пула çын вилни), 290-мĕш статьян 3-мĕш пайĕпе (взятка илни), 292 статьян 1-мĕш пайĕпе (службăри ултав).
Кăçалхи июнь уйăхĕнче медицина работникĕ хăйĕн ĕçĕпе усă курса виçĕ çулхи ача амăшне пепкин сывлăхне тĕрĕслесе пăхмасăрах ĕçрен хăтаракан хут панă. Вăл çеç те мар, пациентран вăл пин тенкĕ укçа, коньяк, канихвет йышăнса юлнă. Следовательсен ĕçе суда париччен çакна ĕнентерекен чылай ĕçлеме, материал пуçтарма тиврĕ.
Кăçалхи тăхăр уйăхра районсем хушшинчи следстви пайне коррупцине çывăх преступлени пирки 78 ыйту кĕнĕ. Вĕсенчен 48-шĕнпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Районти ĕçлĕ çынсене, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене çакна асăрхаттарасшăн: ырă кăмăлпа та тỹрĕ чунпа ĕçлекен çеç халăх умĕнче хисеп çĕнсе илĕ.
Р. ШАЙХАЛОВ, районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)