АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИВĕçЛЕХ СТИПЕНДИЕ

07 декабря 2013 г.

 Олимпиадăсене сиктермест хĕр ача. Иртнĕ çул пиллĕкĕшĕнче çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Çавна май Шупашкарти "21 вектор" ăнтăлуллă ачасен сменинчи лагерьте канма та тивĕçрĕ. Наукăсем ытларах интереслентереççĕ ăна. Кăçалхи ỹсĕмсем те савăнтараççĕ. Шкул шайĕнчи предмет олимпиадисем вĕçленсе пыраççĕ. Гузель вара тăваттăшĕнпе _ малти вырăнсенче.

Г. Мухутдинова шкулти аслă классен канашĕн, "Патриот" çарпа патриот клубĕн харсăр членĕ, çамрăк армеецсен командирĕ. Çар ретне тăма çул çитмен çамрăксен республикăри спартакиадине хутшăнма çулленех май тупать. 2012 çулта вĕсен команди районти "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 2012 тата 2013 çулсенчи республикăри финалти ăмăртусенче çамрăк армеецсем шывра ишессипе эстафетăра пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Теори блокĕнче те, чăрмавсем урлă сиксе чупассипе те палăрчĕç. Спортри çитĕнĕвĕсем пуртанах Гузель шкул командипе Анапăри ăмăртусене хутшăнчĕ.

Пуçаруллă çамрăкăн юрлас-ташлас пултарулăхĕ те пур. Кирек хăш мероприятинче те пур вăл. Çакă та Республика Пуçлăхĕн ятлă стипендине тивĕçме май панă ăна.

И. ТЕРЕНТЬЕВА, директорĕ çумĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика