АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр хутчен çĕр пирки

07 декабря 2013 г.

Çĕр ыйтăвĕ çивĕчлĕхне çухатмасть-ха. Калăпăр, виççĕмĕш ача çуратнисем хăйсене меллĕ вырăнта лаптăк илессишĕн çунаççĕ.

Ял çыннисем пай çĕрсене харпăрлăха куçарассишĕн тăрмашаççĕ. Ку ĕçсене паллах çийĕнчех пурнăçламалла. Çав вăхăтрах пулăхлă тăпрапа тухăçлă усă курасси пирки те манмалла мар. "Пахча çимĕçе пуçтарса кĕнĕ вĕт", _ тейĕ хăшĕ-пĕри. Çапла, анчах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пур лаптăка та тĕллевлĕн усă курманни çаплах калаçтарать.

Ял сене яракан ỹкерчĕксем

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем, сăмахран, 9 уйăхра кăна ял тăрăхĕсен администрацийĕсене тĕрĕсленĕ май 24 çỹп-çап купи тупса палăртнă. 2 гектара вараланăшăн 22 ял тăрăхĕн пуçлăхне 51 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çав шутра Патăрьел тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен прокуратурисен постановленийĕсем тăрăх та. Кăçал управлени ĕçченĕсем Комсомольски, Патăрьел, Пăрачкав, Элĕк, Шупашкар, Муркаш, Шăмăршă тата ытти районсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене административлă майпа айăпланă.

Çитменнине, пур çĕрте те инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пурнăçласшăнах мар иккен.

Комсомольски районĕнчи пĕр обществăна ку енпе йĕркене пăснăшăн 2 хут та штрафланă. Иккĕмĕш хутĕнче вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ял тăрăхĕнче хăйăр кăларнă май чипер çĕрех тăмпа, тунката юлашкийĕсемпе, туратсемпе "витсе" хунă. 2012 çулта вара çакнашкал пулăмшăн ăна 10 пин тен-кĕлĕх штрафланă пулнă.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче вара темиçе çĕрте илемсĕрлĕх хуçаланнă. Пĕр çĕрте кантăк япаласем, тимĕр тата пластик изделисен юлашкийĕсем тата ытти япаласем йăваланнă. Тепĕр тĕлте _ мунча лартнă хыççăн тăрса юлнă йывăç татăкĕсем. Тĕрĕссипе, кунашкал хитре мар ỹкерчĕк кашни районта та пур. Хăть паян республика тăрăх машинăпа тухса кайсан ăçта та пулин çỹп-çап купи куçа тăрăнатех пулĕ тетĕп.

Акă Патăрьел районне илер. Çак тăрăхра йăлари хытă каяшсене пăрахма полигон та пур. Ăна "Полигон" общество пăхса тăрать. Тăпра пулăхне ỹстерме пĕлтĕр 11 хуçалăхра извеç сапнă, 10-ĕшĕнче - кали. Кусем ырă сăмаха тивĕçлĕ ĕçсем темелле. Анчах ăпăр-тапăр куписенчен кунта та хăтăлса пĕтеймеççĕ-ха. Кăçал управлени инспекторĕсем Кзыл-Чишма ял тăрăхĕн пуçлăхне кунашкал йĕркесĕрлĕхшĕн 2 пин тен-кĕлĕх штрафланă.

Çĕре 3 çуллăха арендăна памалла

Инспекторсем плана кĕртнĕ тĕрĕслевсем ирттернĕ май кунашкал кăлтăксемпе кăна мар тĕл пулаççĕ. Пур районта та тенĕ пекех аренда килĕшĕвĕсенчи хăш-пĕр самантсем тивĕçтермен. Çĕре хăшĕ-пĕри 1 çуллăха е сахалрах вăхăта тара илет. Çакă вара Чăваш Республикин "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен" саккуна тỹрремĕнех пăсни. Унта аренда килĕшĕвĕсене сахалтан та 3 çуллăха тумалла тесе каланă.

Паллах, саккунра палăртнă тапхăртан сахалрах вăхăта тунă килĕшĕве регистрацилес хуйхă çук. Анчах та пĕр çул хушшинче çĕртен пайта илме кăна пулать вĕт. Лаптăка им-çампа апатлантарас тесе никам та хăшкăлмасси паллă. 3 çула илекен вара лайăх тухăç илес тесе малтан тăпран пулăхлăхне вăйлатать, çапла-и? Кунашкал тĕслĕхсем пирки Чăваш Республикин прокуратурине тата Росреестрăн республикăри управленине пĕлтернĕ.

Вырăнтисем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслемеççĕ

Муниципалитетсем çĕр контролĕ ирттересси пирки те асăнса хăварас килет. Управлени ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче саккунсемпе килĕ-шỹллĕн çакăн çинчен калакан Положение тата Административлă регламента çирĕплетнĕ. Анчах та тĕрĕслевсем ирттермелли плана инспекторсем пулнă ял тăрăхĕсен 50 проценчĕ çеç прокуратурăна кăтартса çирĕплетнĕ.

Россельхознадзор специалисчĕсем палăртнă тăрăх, вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслемеççĕ тесен те юрать. Муниципалитетсем ытларах ялсенчи çĕрсен тĕлĕшпе тимлĕ.

Çакна та палăртмалла. Район администрацийĕсемпе тунă килĕшĕве тĕпе хурса вĕсенчен управление Çĕр саккунĕсене пăсни çинчен 24 çыру-пĕлтерỹ çитнĕ. Кашнин тĕлĕшпе контрольпе надзор мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Чăнах та иккен, çыру-пĕлтерỹсем ахальтен çуралман. Çĕршĕн тăрăшманшăн юридици сăпатĕнчи - 4, должноçри - 1, ахаль 62 çынна административлă майпа явап тыттарнă.

Н. ВАСИЛЬЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика