АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс йĕркелеççĕ

11 декабря 2013 г.

Çĕнĕ 2014 çул çывхарнă май уява кĕтсе илме çуртсене хитрелетес, тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа илемлетес тата çĕнĕлĕхсем кĕртес тĕллевпе районти предприятисемпе организацисем тата уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем хушшинче раштавăн 5-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен "Хĕллехи фантази" конкурс йĕркеленĕ. Çавна май комисси туса хунă, ăна ертсе пыма район администраци пуçлăхĕн çумне, вĕрентỹ пайĕн начальникне В. Осипова шаннă. Раштавăн 25-мĕшĕнче çак номинацисене пĕтĕмлетеççĕ:

_ "Чи хитре илемлетнĕ предприяти, организаци тата учреждени";

_ "Чи хитре илемлетнĕ уйрăм çурт";

_ "Чи хитре илемлетнĕ пĕчĕк бизнес предприятийĕ (суту-илỹ çурчĕ, обществăлла апатлану предприятийĕ, йăла тивĕçтерĕвĕн предприятийĕ)".

Хутшăнас кăмăллисен раштавăн 20-мĕшĕччен заявка тăратмалла.

Конкурса предприятисем, учрежденисем, организацисем, индивидуаллă предпринимательсем, уйрăм çынсем те хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерỹçĕсене дипломсем тата парнесем парса хавхалантараççĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика