11 декабря 2013 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн кăçалхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн 2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Чăваш Ен Культура министерстви асăннă çулталăкăн Чăваш Республикинчи эмблемин эскизне хатĕрлес енĕпе республика конкурсĕ ирттересси пирки пĕлтерет. Конкурс тĕллевĕсем: эмблемăн чи лайăх эскизне палăртасси, халăхăн пултарулăх вăйне çĕклесси, обществăн пысăк пайне Культура çулталăкĕпе кăсăклантарасси.
Конкурса хутшăнасси пирки ЧР Культура министерствине раштавăн 15-мĕшĕччен пĕлтермелле.
"Хыпартан".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)