18 декабря 2013 г.
Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта районти вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисемпе директорсен вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Унта вĕрентỹ системин кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлне тишкерчĕç тата 2014 çулхи задачăсене палăртрĕç. Канашлăва çавăн пекех ял тăрăхĕсен ертỹçисем те хутшăнчĕç.
Мероприятине район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов уçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл педагогсен ĕç укçи, шкулсене тĕпрен юсас, çĕнĕ вĕренỹ учрежденийĕсем тăвас тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕп доклада вара вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов турĕ. Пĕрлех презентаци пăхнă май вĕрентỹ ĕçĕ-хĕлĕ тивĕçлĕ тытăнса пыни курăнчĕ. Юлашки 10 çулта инновациллĕ улшăнусем сахал мар, 2013 çул валли умма лартнă тĕллевсем те пурнăçланса пыраççĕ. Шкулсене реструктуризацилесе учителе ытларах ача вĕрентме майсем туса панă. Пурлăх тата мораль хавхалантарăвĕсем ла-йăхланнă, вĕрентỹ учрежденийĕсене çамрăк специалистсене явăçтарнă. Педагогсене аслă квалификаци категорийĕ парассипе ăнăçлă ĕçленĕ.
Раççей Федераци Президенчĕн хушăвĕпе ки-лĕшỹллĕн шкул çулне çитмен, пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлỹ парассин пахалăхĕ халăха тивĕçтернине пĕлес ыйтăм йĕркеленĕ. 2013 çулта шкул çулне çитмен ачасен вĕренĕвĕпе халăхăн 87 проценчĕ, пĕтĕмĕшле пĕлỹ парассипе _ 96 проценчĕ, хушма пĕлỹ парассипе 92 проценчĕ кăмăллă пулни палăрнă. Хăшне-пĕрне вара вĕрентỹ учрежденийĕсен финанс расхучĕсем çителĕксĕрри, шкул администрацийĕ ашшĕ-амăшĕсен сĕнĕвĕсене вырăна хуманнни, уйрăм педагогсем тăрăшуллă ачасен ăсталăхне палăртманни пăшăрхантарать. 2014 çулхи тĕллевсене палăртнă чухне çаксене пурне те шута илнĕ. Пĕрлех вĕрентỹ учрежденийĕсенче физикăпа хими тата физикăпа математика профилĕсене аталантарассине мала хума, воспитани ĕçне хушма пĕлỹ паракан центр урлă анлăлатма сĕннĕ. (Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)