АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем министр çитĕнтереççĕ

18 декабря 2013 г.

Чăваш республикин министрĕсем хушшинче эпир Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тухнă ентешсем яланах пуррине хăнăхнă ĕнтĕ. Пĕр çулхине вĕсем тăваттăна та çитнĕччĕ_ Финанс министрĕ, Спортпа туризм министрĕ, Экологи министрĕ...

Шурă çуртра аслă ертỹçĕсем улшăнкаласа тăраççĕ пулсан та Кабминта паян та пирĕн элчĕсем пур. Акă, Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрлăх пуçĕнче Треньелĕнче çуралса ỹснĕ (кайран Патăрьел кинĕ) Светлана Александровна Енилина (хĕр чухне_Краснова) тăрать.

Вăрманхĕрри Шăхаль чăвашĕ Иван Васильевич Исаев вара Çутçанталăк пурлăхĕсемпе экологи ыйтăвĕсене тирпейлесе пыракан мăн тытăмшăн яваплă.

Хальхаççăн кăна Чăваш республикин Экономика аталанăвĕ, промышленноçпа суту-илỹ министрĕ пулма Владимир Александрович Аврелькина çирĕплетрĕç. Йăхĕ татах пирĕн тăрăхран. Ашшĕ Александр Васильевич тата амăшĕ Ирина Анатольевна _таса Шăхачсем. Кунтах çуралнă, кунтах çитĕннĕ, кунтах вĕреннĕ... Шупашкарта тĕпленнĕ аслă Аврелькин чылайранпа "Адида" çĕвĕ фирмине ертсе пырать. Тăван ялтан кайнă пулсан та вăл Шăхачпа çыхăну çухатмасть, килсех çỹрет. Сăмах май каласан, Александр Васильевич ялти ирçесен "Умарина" фольклор ушкăнĕ валли паха наци кĕписене çĕлеттерсе параканĕ те.

Кĕçĕн Аврелькин 1978 çулта çуралнă, 2000 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе "Машиностроени технологийĕ" специальноçне илнĕ, тепĕр икĕ çултан кунтах "Экономика теорийĕ" курса пĕтернĕ. 2004_2005 çулсенче вăл Президентăн управлени кадрĕсем хатĕрлемелли программи тăрăх Ивановăри патшалăх энергетика университетĕнче пĕлỹ пухнă.

В. А. Аврелькин _ "Брюссель_Эврика" инноваци салонĕн кĕмĕл призерĕ, Раççей правительствин наукăпа техника премийĕн лауреачĕ, "Инновации" инноваци салонĕн лауреачĕ. Вăтăрта чухне ăна Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерствин Аслă аттестаци комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн техника наукисен докторĕ ăслăлăх степенне панă.

Владимир Александрович Экономика аталанăвĕ, промышленноçпа суту-илỹ министерствинче çĕнĕ çын мар. 2007 çултан пуçласа вăл кунта тĕп специалист-экспертра, пай начальникĕнче, министр çумĕнче вăй хунă.Çулталăка яхăн Чăваш Республикин Президенчĕн Секретариачĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн каялла таврăнса татах министр çумĕнче тата министрăн пĕрремĕш çумĕнче ĕçленĕ. Кабинетра В. Аврелькин чи çамрăк министр.

Н. ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика