АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышăну кунĕнче _ видеоçыхăнура

18 декабря 2013 г.

Декабрĕн 12-мĕшĕнче РФ Конституцийĕ 20 çул тултарнă пулăмпа çыхăнтарса пирĕн çĕр-шывра пĕтĕм Раççейри йышăну кунне ирттернĕ. Ун йĕрки пирки эпир хамăр хаçатра та пĕлтернĕччĕ.

Пирĕн районта ир пуçласа каçчен 111 çынна тĕрлĕ ыйтупа йышăннă. Асăннă куна уйрăмах Туçа, Алманчă, Пăлапуç Пашьел халăхĕсем хастар хутшăннă. Раççей Президенчĕн граждансен çырăвĕсемпе ĕçлекен Управлени малашне çакнашкал куна кашни çулах йĕркелеме палăртать. Техника çĕнĕлĕхпе усă курса кăçал çынсем видеоçыхăну мелĕпе тỹрремĕнех республика тата федераци шайĕнчи пысăк чиновниксемпе те калаçма пултарнă.

Акă Тури Туçа ялĕнчи пĕр ĕç ветеранĕ онлайн режимпа республикăри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумне Аслă вăрçă çулĕсенче ỹснĕ ачасен проблеми пирки ыйту пама тата тулли хурав илме пултарнă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика