18 декабря 2013 г.
Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп шкулта иккĕмĕш çул драма кружокĕ ĕçлет. Унта 5-9 классенче вĕренекенсем çỹреççĕ. Ачасен пĕрремĕш ĕçĕсем халăх умне тухма пикенчĕç те ĕнтĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пиллĕкмĕшсем "Король-ветер и принцесса" юмах лартрĕç. Улттăмĕшсем Крылов юптарăвĕсене халăх умне кăларчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе садик ачисене, ашшĕ-амăшĕсене, кĕçĕн классене çỹрекенсене савăнтарма пултарчĕç те ĕнтĕ. Çитĕнекен ăрăвăн Салтыков-Шедринăн "Как один мужик двух генералов прокормил" юмахĕ те хатĕр. Унпа ачасем каллех ашшĕ-амăшĕсене паллаштарасшăн.
Л. КАЗАКОВА, кружок ертỹç
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)