18 декабря 2013 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта предметсен эрнине ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче вĕренекенсем математикăпа хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Эрне программи анлă пулчĕ. 5, 7, 8 классенче викторина ыйтăвĕсене М. Селиванова, С. Никитина, Е. Васильева пуринчен маларах тата тĕрĕс хуравларĕç. 6 класра икĕ команда КВН ирттерчĕ. Çивĕч тупăшура А. Васильев ертсе пынă команда çĕнтерчĕ.
"Чи тирпейлĕ тетрадь" конкурсра А. Калашников, З. Шалтынова, О. Кузьмина, А. Тумакова çĕнтерчĕç.
5_8 классем хушшинче "Математика марафонĕ" эстафета питĕ интереслĕ иртрĕ. Аслăраххисем вара эрне вĕçĕнче кану каçĕ туса пачĕç. Унта Г. Митрофанова, Л. Потапова учительсем пĕтĕмлетỹ турĕç. Вĕренекенсен портфолиовĕсем грамотăсемпе хулăнланчĕç.
Т. КУЗЬМИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)