18 декабря 2013 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта çитĕнекен ăрăвăн вĕренỹ тапхăрĕнчи волейбол командисем хушшинчи ăмăртăвĕсем иртрĕç. Ку хутĕнче унта хĕрачасем хутшăнчĕç. Вăйăсене 6 команда тăчĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул воспитанникĕсем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Çавна май вĕсем тепĕр тапхăрта шкулти волейбол лигинче вылямашкăн путевка çĕнсе илчĕç. Муниципаллă шайра мала тухнисене вылямалли мечĕксемпе тумсем параççĕ.
Кăçал Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсен пĕрлештернĕ команди волейболла выляссипе республика кубокне çĕнсе илессишĕн те тупăшăва хутшăнчĕ. Унта Шупашкарти электромеханика колледжĕн хĕрĕсене парăнтарчĕç. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн командине çеç выляса ячĕç.
Волейбол команди тренировкăсене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортзалĕнче ирттерет. Кунти условисем спортсменсене тивĕçтереççех. Çакăншăн савăнаççĕ те вĕсем.
Ю. ВАСЮТКИН, физкультура учителе
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)