АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй-хал пĕтсен

18 декабря 2013 г.

Пĕр апат кашăкĕ тулă е ыраш хывăхне 2 стакан шыва ямалла та 30-40 минут пăтратса тăрса вĕретмелле. Пĕр апат кашăкĕ пыл хушмалла, каллех кăшт вĕретмелле. Кунне 3-4 хутчен 50-шар грамм ăшăлла ĕçмелле. Ку йывăр чирлĕ, ватă çынсемшĕн, халсăр ачасемшĕн сиплĕ. Вăй-хала çĕклет, энерги нумай парать. Пыла тутанса пăхса ямалла.

Пĕр стакан хупăллă сĕлле шывра çумалла, 5 стакан сивĕ шыв хушса вăйсăр çулăм çине вĕретме лартмалла. Шĕвеке малтанхи çурри юличчен вĕретмелле. Сăрăхтарнă хыççăн çавăн чухлех сĕт хушмалла, тепĕр хут вĕретмелле. 4 чей кашăкĕ пыл хушса татах вĕретмелле.

Ватлăх харсăрлăхне шурлăх çăлтăр курăкĕн тата ыраш улăмĕн шĕвекне ĕçсе сиплемелле. Ыраш улăмĕпе çăлтăр курăкне çурмалла илмелле. Ку шĕвеке чей вырăнне ĕçме юрать. Вăл вăй-хал парать, сывлăха çирĕплетет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика