АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçа упрамаллах

18 декабря 2013 г.

 Çывăхкуçлăх (близорукость) палăрни ачасенче те тĕл пулать. Унран хăтăлас тесен мĕн тумалла-ха? Кун йĕркине тĕрĕс тытса пымалла. Компьютер умĕнче е çыру сĕтелĕ хушшинче вăрах вăхăт е тĕрĕс мар ларасран асăрханмалла. Çутă кирлĕ чухлĕ пулмалла. Шкул çулне çитмен е кĕçĕн классенче вĕренекен ачасен вăрах вăхăт телевизор умĕнче те лармалла мар. Килĕшекен передачăсене канмалли кунсенче курсан вырăнлăрах. Çитĕнекен ăрăвăн шкултан таврăннă хыççăн куçсене кантармаллах. Уроксене тунă чухне те телевизора ямалла мар.

Ача компьютера кăмăллатех. Унта мĕн чухлĕ вăйă пур тата. Вĕсемпе интересленсе кайни сиенлĕ. Кунне 20-30 минутран мала компьютер сĕтелĕ ан çыхтăрах ачасене. Енчен те уроксене электронлă шутлав машинипе тăвас тесен 1,5 сехет ларма юрать. Анчах вуншар минут хушши 2-3 тăхтав туса илмелле. Çак хушăра куçсене хупса кантарма пулать е упражненисем тумалла.

Куçа упрас ĕçре килти "шкул кĕтесĕ" вырăнлă пулни те пĕлтерĕшлĕ. Вуланă е çырнă чухне куçпа кĕнеке е тетрадь хушши 30 сантиметртан кая пулмалла мар. Уроксене хатĕрлени те ăна ан ывăнтартăр. Кун пек чухне кашни çур сехетре кĕске кану тумалла.

Çывăхкуçлăх ан пултăр тесен ашшĕ-амăшĕн ачисене витаминлă апат çитерме тăрăшмалла. Кулленхи менюра çусем, углеводсем, белоксем çителĕклĕ пулмалла. Сĕт продукчĕсем, юхан шыв тата тинĕс пулли, пăру какайĕ, чĕрĕ купăста, ешĕл çимĕç, çырласем, улма-çырла çитермелле, тĕрлĕ сок ĕçтермелле. Врачпа канашласа микроэлементсемлĕ поливитаминсем, кальци тата фосфор препарачĕсем пани те вырăнлă.

Çывăхкуçлăха вăхăтра палăртас тата унран çинерех сипленме пуçлас тесен врач патĕнче пулмалла. Малтанхи палăрăмсене тупни чире шала яма май памастех.

З. ШАГАЕВА, врач-офтальмолог

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика