АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыслăн палăртрĕç

14 декабря 2013 г.

Раççей Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине республикăри общественноç чыслăн палăртрĕ.

Тĕрлĕ ỹсĕмрисем, тĕр-лĕ вырăнта ĕçлекенсем Чăваш оперăпа балет театрне пухăнчĕç. Историшĕн 20 çул кĕске тапхăр кăна, анчах çулсем иртнĕ май Тĕп саккун пĕлтерĕшĕ тата ỹсет. Чăннипех унăн тĕллевĕ _ патшалăхăмăра упраса хăварасси. Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева çĕнĕ Раççейĕн çĕнĕ Конституцийĕ мĕнле тапхăрта çырăнса илни çинчен каласа кăтартнă хыççăн Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин сăмах илчĕ: "Конституци патшалăхăн политика, экономика тата территори пĕрлĕхне упракан право никĕсĕ пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Вăл _ пирĕн пурнăç саккунĕ, тĕп гаранчĕ. Çак докумантра патшалăхăн право никĕсĕ çырăннă..." Иван Борисович паллă çак кун ĕçре палăрнисене Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысларĕ, тава тивĕçлĕ ят панисене çакна ĕнентерекен паллăпа наградăларĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Мешков Конституци нормăпа право акчĕсен пуххи кăна маррине палăртрĕ. Чи маттуррисемпе хастаррисене Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне пачĕ.

Пухăннисене Чăваш Республикин Аслă сучĕн тата Арбитраж сучĕн председателĕсем Николай Порфирьевичпа Александр Шегуров, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç. Уяв каçĕ савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.

Сăмах май каласан...

Раççей Конституцине халаланă чыслă ларăва Юхмапа Пăла тăрăхĕн район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов ертсе пыракан делегацийĕ те хутшăнчĕ. Патшалăх наградисене панă вăхăтра Республикăна ертсе пыракансем Патăрьел районĕн ятне виçĕ хутчен аса илни питĕ кăмăллă пулчĕ. Сумлă сцена çине малтан администрацин строительство тата инфраструктура аталану пайĕн начальникĕн çумне Минсур Валитова чĕнчĕç. Ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" хисеплĕ ят панă. Ун хыççăн Сăкăтри "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕн трактористне Николай Глухова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят паллине пама чĕнчĕç. Юлашкинчен сцена çине район администраци ертỹçи Николай Глухов та хăпарчĕ. Ăна вырăнти хăй тытăмлăха аталантарма пысăк вăй хунăшăн республикăри муниципалитетсен пĕрлешĕвĕн Правленийĕн Хисеп хучĕпе наградăлама йышăннă. Хыпартан

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика