АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафета çывхарать

14 декабря 2013 г.

 Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче Олимп çулăмĕн эстафети иртĕ.

ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх _ эстафета кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илĕ, Олимп вăййисен тĕп символĕ хула урамĕсемпе (пурĕ 33 çухрăма яхăн) хĕмленсе "Олимпийский" стадионта çуталĕ. Унтах пысăк та савăнăçлă уяв кĕрлĕ. Хĕрлĕ лапам та чаплă концерта йыхравлĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Хĕл Мучипе зарядкăна тухĕç.

Олимп çулăмне вара 160 çынна йăтма шаннă. Вĕсен йышĕнче республикăри паллă спортсменсемпе тренерсене, общество хастарĕсемпе патшалăх службин ĕçченĕсене, ỹнер ăстисене, вĕрентекенсемпе студентсене курăпăр. Хăшĕ-пĕринпе паллашар-ха: РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Григорьев, хĕллехи Универсиада чемпионки Татьяна Моисеева, полици капитанĕ Светлана Ерпылева, Валерий Карпов артист, шкул олимпиадисен çĕнтерỹçи Кирилл Львов, Раççей чемпионки Кристина Савицкая, Паралимп вăййисене хутшăннă Юрий Ильин йĕлтĕрçĕ... Çавăн пекех эстафетăна Универсиада çулăмĕн эстафетинче опыт илнĕ 300 ытла волонтер хутшăнĕ.

Олимп вăййисем Сочире 2014 çулхи нарăсăн 7-23-мĕшĕсенче иртеççĕ.

"Хыпартан".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика