14 декабря 2013 г.
Районти культурăпа кану центрĕнче "Çулталăк воспитателĕ-2013" шоу-конкурс иртрĕ.
Унта пиллĕкĕн хутшăнчĕç. Е. Шайкина Красномайскинчи "Василек", Г. Салихова Тутар Сăкăтĕнчи "Ласточка", А. Земдиханова Шăнкăртамри "Сандугач", Т. Герасимова Первомайскинчи "Шуçăм", М. Щербакова Туçари "Сар хĕвел" ача сачĕсенче ĕçлеççĕ.
Конкурса хутшăннисем виçĕ тĕрĕслев витĕр каçрĕç. Паллашу хутне кашнийĕ ăсталăхне кура хатĕрленĕ. Ачасен занятине ĕçпе çыхăнтарса йĕркеленĕ. Пултарулăхĕсене кăтартакан номер те пулчĕ. Кашни конкурсанта ĕçтешĕсемпе ача сачĕсене çỹрекенсем те пулăшу кỹчĕç. Вĕсен пултарулăхне тỹресем вырăна хучĕç.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе вара "Чи тăрăшулли" ята Е. Шайкина, "Чи оригиналли" номинацие Г. Салихова, "Чи илĕртỹлли" _ А. Земдиханова, "Чи хỹхĕмми" _ М. Щербакова тивĕç пулчĕç. "Çулталăк воспитателĕ-2013" Т. Герасимова тухрĕ.
Ю. ЕЗЮКОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)