12 января 2013 г.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра универсал электрон карттине (УЭК) “симĕс” çул пачĕç. Çĕнни яланах йывăрпа кĕрет, иккĕленни те пайтах. Çакна каласа хăварни вырăнлă: ăна никама та ирĕксĕрлесе те, вăйпа та памаççĕ. Карттăна илес тесен, гражданинăн чăн малтан хăйĕн заявлени çырмалла. УЭК çын пирки калакан кăтартусене пĕр çыхха пухма май парать: хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, сăн ÿкерчĕкĕ, электрон мелĕпе алă пусни, медицина страхованийĕн полисĕ, пенси страхованийĕн свидетельстви, банк карточки кĕреççĕ. Унпах ЖКХ, çыхăну пулăшăвĕсемшĕн, лавккара япала е апат-çимĕç туяннăшăн, автобуспа е троллейбуспа çÿренĕшĕн тÿлеме те май пур. Манса ан кайăр: сирĕн кăтартусемпе никам та усă курма пултараймĕ. ПИН-код – ют çыншăн шлагбаум вырăнĕнчех .