12 января 2013 г.
Ĕç – пурнăç тыткăчи, тесе ĕлĕкхи ватăсем тĕрĕсех каланă. Вăй хумасан кĕсьене укçа кĕмест. Кĕмĕлсĕр вара паянхи саманара пĕр кун пурăнма та йывăр. Икĕ алла усса çÿреме юратманнисене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та чылай пулăшать. Тăрăшмали вырăн тупса пама ыйтса кунта пĕлтĕр 1412 çын пынă, вĕсенчен 883-шĕ – хĕрарăмсем (62,5 процент). Çавăн пекех центра килнисенчен 49,6 проценчĕ 16-29 çулсенчи çамрăксем, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем – 430 çын (30,4 процент), предприятисемпе организацисенчен штата кĕскетнипе е тата ытти сăлтавпа тар тăкмалли вырăнсăр юлнисем – 48 (3,4), тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитсе пыракансем – 44 (3,1), сусăррисем 21 çын (1,4 процент) пулнă.
2012 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр вăй хумалли 1959 вырăн сĕннĕ. Юлашки уйăхсенче кăна 377 вырăнтан тăрăшакансем кирлине пĕлтернĕ. Çулталăк тăршшĕпе 1149 çынна, 840-не вунă кун хушшинче, ĕç тупса панă. 21-шĕ направленипе Раççейĕн ытти регионне кайнă.
Вакансисен ярмăрккине 7 хутчен ирт-тернĕ, унта 14 организаципе ĕç шыракан 129 çын хутшăннă.
Иртнĕ çул социаллă дотаципе – 66ăн, психологи тренингĕпе 50ăн усă курнă. “Ĕç шырассипе йывăрлăх туякансем” программăпа килĕшÿллĕн 13 çынна вăхăтлăха вăй хумалли вырăн тупса панă. 193 гражданин тÿлевлĕ обществăлла ĕçсене хутшăннă. Каникулсем вăхăтĕнче, уроксем хыççăн 14-18 çулсенчи 535 ача алăра тыткаламалăх укçа тунă. Училищĕсемпе техникумсенчен вĕренсе тухнă 18-20 çулсенчи яшсемпе хĕрсене вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса памалли ятарлă программăпа 7 çамрăк усă курнă. Хальхи ĕç рынокĕнче кирлĕ профессие 73 çын, профориентаци тивĕçтерĕвне 1423 илнĕ.
Виçĕ çул тултарман ачасемпе отпускра ларакан 12 хĕрарăм хăйсен пĕлĕвне ÿстерме, профессине улăштарма пултарчĕç.
Иртнĕ çул предпринимательлĕхре тăрăшас тĕллевлĕ 29 çын консультаци илнĕ. Хăйсен ĕçне йĕркелесе яма 8 гражданина 58800 тенкĕ укçа панă.
Хальхи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерекен центрта 144 çын шутра тăрать. Вĕсене те вăй хумалли вырăн тупса парассипе тимлетпĕр.
Г. АФАНАСЬЕВ,
районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ.