АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунлăх хуралĕ – халăхшăн

12 января 2013 г.

1722 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша прокуратура органне туса хума Указ йышăннă. Çапла вара Раççейре прокуратура системи виçĕ ĕмĕре яхăн, 291 çул ĕçлет, пурăнать.

Саккунлăха çирĕплетес, граждансен правине хÿтĕлес, право йĕркине сыхлас, хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăрас тĕлĕшпе район прокуратури пысăк пĕлте-рĕшлĕ ĕç пурнăçласа пырать, пĕчĕк йышпах аслă ĕç тăвакан коллектив саккунлăх хуралĕнче çирĕп те шанчăклă тăрать.

2012 çулта район прокуратури саккуна пăснă 1100 тĕслĕхе тишкерсе хакланă. Саккунсăр 150 право актне протестленĕ, 356 представлени панă, тĕрлĕ харпăрлăхри 319 должноçри çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

Саккунлăх хуралĕ граждансен интересĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе çулталăк тăрăшшĕпе район сучĕсене 483 ыйту (2606 пин тенкĕлĕх) ярса панă. Район прокуратури хă-йĕн надзор ĕçĕ-хĕлĕнче социаллă ыйтусем мĕнле татăлса пынине те тимлесех тăрать. Сăмахран, инвалидсен прависене пăхăнни, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерни тата ытти те. Ĕç законодательствине коллективсенче мĕнле пурнăçласа пыни те кулленхи ĕçре тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать.

Район прокуратури çавăн пекех дознанипе следстви органĕсене те сăнавра тытать.

Юлашки çулсенче массăллă информаци хатĕрĕсенче коррупци ыйтăвĕпе çыхăннă ĕçсем пирки чылай çыраççĕ, кăтартаççĕ. Ку тĕлĕшпе район прокуратури те тимлĕ ĕçлет. Кашни уйăхрах районти хăй тытăмлăх органĕсен, ял тăрăхĕсен право акчĕсем тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Апла пулин те 2012 çулта саккуна пăснă 27 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Районта тăнăç та лăпкă пурнăç пултăр, преступленисен, йĕркене пăсакансен шучĕ сахалланччăр тесе прокуратура сотрудникĕсем тăтăшах тимлеççĕ. Патшалăх хÿтлĕхĕ кирлĕ çынсене пакунлисем кирек хăçан та алă тăсса пама хатĕр.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика