12 января 2013 г.
Сăкăт шкулĕн спортзалĕнче Н. Елкин тухтăра халаласа волейбол турнирĕ иртрĕ. Николай Александрович кунта çуралса ÿснĕ, вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе уйрăлса тăракан каччă Хусанта аслă пĕлÿ илнĕ. Тухтăр профессиллĕ талантлă çамрăк тăван Патăрьелĕнче сывлăх хуралĕнче тăрăшнă. Ĕç-чен ентешĕмĕрĕн сăпай та ырă кăмăлне, тараватлăхне патăрьелсем манмаççĕ.
Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Н. А. Елкин кубокне çĕнсе илессишĕн районти волейболистсен виçĕ команди тупăшрĕ. Хĕрÿ кĕрешÿре куçса çÿрекен кубока Туçа команди çĕнсе илчĕ. Сăкăтсем иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç, Патăрьелсен команди виççĕмĕш вырăна йышăнчĕ. Турнир спонсорĕсем Н. А. Елкинăн шăллĕн (Ю. А. Елкин) çемйи тата «Красное Знамя» хуçалăх ертÿçи П. Н. Никифоров пулчĕç.
Н. ТИНЮКОВА.