АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нарăс уявĕн йĕркипе кĕллисем

12 января 2013 г.

Чăваш çынни чăн малтан чÿк тăвас умĕн харкам хăй çемйипе мунча хутса кĕрсе, çăвăнса, тасалса тухать. Тепĕр кун е çав мунча кĕрсе тухнă куннех хĕрарăмсем чÿк тума тесе çатма çимĕçсем пĕçермешкĕн çур тырри çăнăхĕсем аласа, чусталаса лартаççĕ, унтан тата пăтă пĕçерме кĕрпе авăсса хатĕрлесе хураççĕ. Тепĕр кун ирхине ирех килти хĕр-арăмсенчен пĕри пысăк кăмакине чĕртсе вут хута пуçлать. Килте ытти хĕрарăмсем пушă пулсан çĕркĕ çăрса лартнă чустасенчен çатма çимĕçсем пĕçерме тытăнаççĕ: хăшĕ йăвачасем, хăшĕ тата юсмансем. Çапла туса ĕлкĕртнине пĕр кăмака умĕнче хĕрарăмĕ çав çимĕçсене çатма çинче пĕçерсе сарă çупа çуласа пĕр пушă савăт çине хурса пуçтарса лартать. Çав вăхăта чÿк пăтти пĕçермелли хуранне те çуса çакаççĕ. Юсмансене, йăвачисене хăйсене çителĕклĕ пĕçерсе çитерсен, çав пысăк кăмакинех кăмрăкпа кĕлсенчен чипер кăна шăлса тасатсан, пĕр пашалу пĕçереççĕ. Ăна пилĕк сăмсаллă унтан тата варрине йĕтĕр пуçĕпе пусса шăтăк тăваççĕ. çав шăтăкне пирĕн чăвашсем пашалу кăвапи теççĕ. Пăттипе пашалăвĕ те ĕлкĕрсен чÿк тума хатĕрлене пуçлаççĕ: пиçнĕ пăттине пĕр кĕçĕн хуран çине антарсан варрине куç туса ирĕлнĕ сар çу тултараççĕ, пĕр кашăк хураççĕ. Унтан тата тепĕр пушă тирĕк çине пилĕк сăмсаллă пиçнĕ пашалу, пĕр çĕçĕ хураççĕ. Вăл вăхăтра чÿк тума тухмалли ватти питне супăньпе çуса шурă алшăллипе шăлса тасатать. Иккĕн тухма тусан юлташĕпе çапла питне çуса тасатса типĕтеççĕ. Хĕрарăмсем те кусене чÿк тунă çĕре илсе тухмалли япалисене пурне те хатĕрлесен, çав ар-çыннисемех, питне çунисем, çине е кĕрĕк, е сăхман тăхăнсан, пуçĕсене çĕлĕксем те тăхăнсан, хăй хатĕрлесе хунă хуранта пиçнĕ пăттипе леш пашалăвĕ тиркипе, çĕççипе пĕрле, иккĕшĕ пÿртрен йăтса тухса, кăшт варрине (çуллен чÿк тăвакан çĕре) кайса, хуранĕпе тирккине хăйсем умне лартса, хĕвеле хирĕç юнашар тăрса, асли сылтăм енне, кĕçĕнни сулахай енне тăрса, çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул айне хĕстерсен, иккĕшĕнчен пĕри, хăшĕ аслăраххи (пĕлсен – иккĕшĕ те) Турра ак çапла кĕлтăва пуçлаççĕ:

Эй, мĕн ырă çут çанталăка туса тытса тăракан çÿлти Турă. Эпир санпа кĕçĕн çăва тухнă йĕркепе, пĕр хуран пиçнĕ пăтăпа, пилĕк сăмсаллă, кăвапаллă пашалупа чÿк туса, ÿксе пуççапатпăр, тавтапуç сана, Турăçăм, Пÿлĕхçи! Пире çемьепе выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарса çăва кăлармашкăн, ÿлĕмрен те çапла хамăра çемьепе, выльăх-чĕрлĕхпе тырра-пулла чипер упраса тата çапла Хăна мухтаса кĕлтума пÿрччĕ. Пире, çылăхлăскерсене, çылăхран каçарса, хăвăн мухтавлă ятупа усраса пурăн. Çырлах, аминь.

Çак сăмахсемпе асăнса кĕлтунă чухне пуçĕсене кăшт пĕшкĕртсе тайла-тайла илеççĕ. Хутран-ситрен тата çĕлĕкĕсене хывса пуçĕсене хурса виçĕ хутчен çĕре ÿксе пуççапса илеççĕ. Ура çине тăрсан виç-тăват сăмахпа каласа кĕл тăваканнисенчен пĕри хуранай тиркине кăшт аллипе тытса пăхать. Тепре ÿксе пуççапсан кайран вара хăй тирки çинчи çĕççипе пашалу кăвапине йĕри-тавра çавăрса касса илсе алă валли тăвать. Пашалăвне каскаласа татăк тăвать, пашалу сăмсине алă валли те туса леш кăвапипе пĕрле, вĕçен кайăксене тесе-и, пăхса тăракан еннеллех хуралтă çинелле ывăтса ярать. Ытти татăкĕсене, алă валли тунисене, хăйсем иккĕшĕ пĕрер кашăк пăтă ăсса, кăçпа пуçса астивсе çисе пăхаççĕ. Чи юлашкинчен каллех тав туса Турра ÿксе пуççапаççĕ те тăрсан вара иккĕш те “Çырлах!” – тесе, çĕлĕкĕсене тăхăнса, хăйсем йăтса тухнă савăтсене, чÿкленĕ çимĕçсемпе каллех пÿртелле кайма тесе, хĕвел майнелле çаврăнса, кĕлтума тухнă чухнехи пек, умлă-хыçлă утса йăтса кĕрсе каяççĕ. Хуранлă пăттипе йăтса тухнă тиркине пÿрте илсе кĕрсен пысăк кăмака умне пырса лартать. Хăй тутансан кайран вара юлашкине хуран çумне юнашар лартать. Хĕрарăмсем унчен вĕсем тултан чÿк туса кĕнĕ çĕре, тата ытти урăх пĕчĕкçĕ юсман тиркисем çине икшер юсман та пĕрер ывçă йăвача хатĕрлесе хураççĕ.

Хуран пăттипе тула чÿклеме тухаканнисенчен пĕри, ватăраххи, чÿкленĕ çимĕçсене пÿрте вучах умне кÿртсе лартсан, кайран вара пушансан, çав хатĕрлесе хунă тиркĕсене хĕрарăмсенĕн аллинчен илсе каллех çапла Турра кĕлтума (ку çулăн кирек хăçан та хăй пĕтиччен) пăлтăра йăтса тухса, хĕвел тухăç еннелле пăхса тăрса, юсман тиркине аллинче тытса Турра кĕлтăва пуçлать. Пуçне тăхăннă çĕлĕкне, паçăрхи пек, сулахай хул айне хĕстерсе тайла-тайла пуççапать. Пăлтăрта кĕлтунă чухне çĕре ÿксе пуççапни çук. Сăхсăхса вăл-ку чăвашăн тĕнче йăли пĕртте çук. Малтан йăтса тухнă çут çанталăка туса тытса тăракан çÿлти Туррăн ашшĕне асăнать, ун хыçĕнчен ытти тиркисемпе ыттисен ячĕсене асăнса кĕлтăва-кĕлтăва пуççапать.

Редакцинчен: Чăваш халăх пултарулăхĕпе паллаштаракан çĕнĕ рубрика уçнă май эпир вулакансенчен те тĕрлĕ уявсен йăли-йĕркипе тата мешехипе паллаштаракан материалсем кĕтетпĕр.

И. Н. Юркин çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика