АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула пăхаттирсем пуçларĕç

10 января 2013 г.

Иртсе кайнă аçтаха çулталăкĕ Юхмапа Пăла тăрăхне чылай савăнăç парнелерĕ. Акă, пĕлтĕр пирĕн районта 474 пепке çут тĕнчене килнĕ. Çак кăтарту маларахри çулхинчен пысăкрах пулни пушшех кăмăллă.

Ырă çĕлен те Патăрьелсене телей кÿрессе шанатпăр. Пуçламăшĕ ăнăçлах темелле. Уяв кунĕсенче районти ЗАГС пайĕнче тăватă пăхаттир ячĕпе çуралнă хут çырнă. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ – Çĕнĕ Ах-пÿртрен. Кăçалхи демографи лару-тăрăвĕ мĕнле пуласси Иосифран (“Турă парни” тесе куçать) нумай килĕ. Районти тĕп больницăра умлă-хыçлă сас панă Патăрьелĕнчи икĕ Антонăн, Пăлапуç Пашьелĕнчи Василийăн пĕчĕк те кăпăшка аллисем çăмăл пулччăрах. 2013 çулта çемьесене нихçанхинчен ытларах ача хутшăнтăр, ашшĕ-амăшне вĕсем савăнăç кÿччĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика