АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Толстой романне экран çине кăларни

10 января 2013 г.

Пирĕн çĕр-шывра Л. Толстойăн “Вăрçă тата мир” романне пĕрремĕш хут экран çине кăларма 1915 çулта В. Гардинпа Я. Протазонов режиссерсем хăтланса пăхнă. Анчах та вăл тапхăрти кинематографи техника тĕлĕшпе чухăн пулнипе романăн уйрăм сыпăкĕсене кăна ÿкерме май килнĕ.

Хĕрĕх çул иртсен Америка режиссерĕ Кинг Видор “Вăрçă тата мир” романăн икĕ сериллĕ версине ÿкернĕ. Анчах та фильм режиссер кĕтнĕ пек ăнăçлах пулайман. Американецсемпе итальянецсен киноверсийĕпе тата Бородино таврашĕнчи хаяр çапăçусем пулса иртнĕренпе 150 çул çывхарса пынипе хавхаланса совет кинематографисчĕсем Л. Толстой романĕ тăрăх хăйсен вариантне ÿкерсе илме шутланă.

Çак фильма ÿкерес тĕлĕшпе СССР кинематографисчĕсен Союзĕн огркомитечĕн пуçлăхĕ. “Мосфильм” хуçи Иван Пырьев режиссер тĕп претендент шутланнă. Анчах та унăн тăшманĕсем нумай пулнă. 1961 çулта вĕсем паллă çар полководецĕсен тата культурăпа искусство çыннисен ятĕнчен Культура министерствине çыру тăратнă, “Вăрçă тата мир” романа экранизацилеме Сергей Бондарчук режиссер кандидатурине сĕннĕ. Пырьев вара çакăншăн Бондарчука мĕн виличчен каçарман.

1961 çулхи февральте культура министрĕ Е. Фурцева патĕнче канашлу иртнĕ. “Мосфильм” студи директорĕ В. Сурин çак фильма ÿкерме виçĕ сери валли сценари çырма ирĕк илнĕ (кайран вăл тăватă сери таранах тăсăлнă), малтанлăха 150 пин тенкĕ укçа ыйтнă. Министр килĕшнĕ.

Бондарчук хăйĕнпе пĕрле сценари çырма вăтăр пиллĕкри драматурга В. Соловьева та илнĕ. Пĕрлех актерсене суйланă. Тĕрĕслевсем хыççăн Балконский ролĕ валли Олег Стриженова суйласа илнĕ. Кутузов ролĕнче выляма Николай Симонова сĕннĕ.

1962 çулта тăватă сериллĕ кинофильм сценарине сÿтсе явса çирĕплетнĕ. Олег Стриженов кĕтмен çĕртен Балконский рольне выляма килĕшменни çинчен пĕлтернĕ.

1962 çулхи сентябрьте “Вăрçă тата мир” кинофильм ÿкерме пуçланă. Андрей Балконский ролĕнче выляма Вячеслав Тихонова çирĕплетнĕ.

Декабрĕн 1-мĕшĕнче киноушкăн Карпат леш енне тухса кайнă. Унта 1805 çулта вырăссем австриецсемпе тата французсемпе çапăçнине сăнлакан эпизодсене анлăн ÿкерсе илнĕ.

Тепĕр çул, июлĕн 20-мĕшĕнче, киноушкăн Смоленск облаçĕнчи Дорогобуж хулине çитнĕ. Унта вара Бородино çапăçăвне туллин ÿкернĕ.

1963-1964 çулсенче “Мосфильм” павильонĕсенче кинофильм ÿкерес ĕçе малалла тăснă.

Июньте киноушкăн Ленинграда çитнĕ. Унта та нумай эпизодсем ÿкере-ÿкере илнĕ. Çак уйăхрах “Вăрçă тата мир” фильмăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш серийĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Фильма Венецире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте кăтартнă. Искусствăн çÿллĕ шайри произведенийĕ тесе хакласа, кинофильма сумлă призпа чысланă. Кинопрокатра фильма 58 миллион çын пăхнă.

1966 çулхи апрельте Бондарчук фильмăн виççĕмĕш серине Каннăри кинофестивальте кăтартнă. Çак фильма та (“1812 çул”) питĕ пысăк хак панă, залра ларма вырăн пулманнипе çынсем ăна ура çинче тăрса пăхнă. Август пуçламăшĕнче тăваттăмĕш серие ÿкерсе пĕтернĕ («Пьер Безухов»).

“Вăрçă тата мир” фильма ÿкерме пурĕ 8 миллион та 291 пин те 712 тенкĕ тăкакланă. Анчах та тăватă сериллĕ фильм тăкаксене туллин саплаштарнă, ăна 135 миллион çын курнă. Çакнашкал пысăк çитĕнÿ пирĕн çĕр-шывăн киноисторийĕнче халиччен пулман.

1969 çулта ЛОС-Анджелесра “Вăрçă тата мир” фильм “Оскар” премине çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех фильма рекордсен Гиннес кĕнекине те кĕртнĕ: фильма ÿкерме пурĕ 120 пин çын хутшăннă.

(“100 великих событий ХХ века” кĕнекерен).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика