АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 32500 сăмах

10 января 2013 г.

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш кĕнеке издательствипе Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ сăмах ăстисене парне турĕç: икĕ томлă “Вырăсла-чăвашла” словарь пичетленсе тухрĕ.

Словарь “Раççей культури” федераци программи тата ЧР информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерстви пулăшнипе кун-çути курнă. Унпа вăтам тата аслă шкулсенче, массăллă информаци хатĕрĕсенче, патшалăх управленийĕн тата йĕрке сыхлавĕн органĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, суту-илÿре усă курма пулать. Ăнланма йывăр сăмахсен, ытларах терминсен, пĕлтерĕшĕсене уçса панă. Хушма пайра вырăс грамматикин хăш-пĕр йĕрки те пур. Словаре 32500 сăмах кĕртнĕ.

Авторĕ – филологи наукисен докторĕ, Чăваш республикин наукăн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Н.И. Ашмарин ячĕллĕ преми лауреачĕ Михаил Скворцов. Михаил Иванович хăй ĕмĕрĕнче 30 ытла словарь пухса хатĕрленĕ. Вĕсен йышĕнче “Чăвашла-вырăсла словарь” те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика