АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чĕлхе тĕнчене илсе тухтăр»

10 января 2013 г.

Çак тĕллеве пурнăçлас тесе ĕçлетпĕр эпир шкулта. Телевиденипе, радиопа эфира тухакан передачăсенче акăлчанла калаçнине сахал мар илтетпĕр-çке. Ют çĕр-шывсене туристла çул çÿреве тухакансем те йышлăн. Мĕншĕн вĕренес мар ăна; Пурнан пурнăçра кирлĕ пулатех.

Чăн-чăнах чуна парса тăрăшакансемпе ĕçлеме те кăмăллă. Тĕплĕн вĕренес шухăшлисемпе уроксем хыççăн юлма те ÿркенместпĕр. Хамăрăн ĕç ăсталăхне ĕçтешсене уçă уроксенче пама тăрăшатпăр. Ыттисен лайăх енĕсене методика пĕрлешĕвĕн канашлăвĕсенче илетпĕр. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта акăлчан чĕлхин эрнине ирттересси йăлана кĕнĕ. Ăна пуçламăш классенче вĕренекенсем хастар хутшăнаççĕ. Уçă алăксен кунне вара иккĕмĕшне çÿрекенсен ашшĕ-амăшĕ те килчĕ. Акăлчан чĕлхин урокĕнче вĕрентÿ процесне мĕнле йĕркелени аслисемшĕн те кăсăклă пулчĕ. Ачасем мĕн вĕреннине хаваспах кăтартрĕç.

3-11 классемшĕн çулленех дистанциллĕ олимпиада иртет. “Британский бульдога” кăмăллаççĕ вĕренекенсем. Кăçал та акăлчан чĕлхипе сĕннĕ ĕçсене 138 ача пурнăçларĕ. Эрне вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕр-шывра Раштава, Çĕнĕ çула мĕнле уявланипе паллашрĕç. Виççĕмĕш класра вĕренекенсем Хĕл Мучие çыру çырассипе конкурс ирттерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене хисеп хучĕсемпе чыслани те хаваслăх кÿчĕ.

Çакнашкал мероприятисем чĕлхене вĕренес ĕçре пысăк витĕм кÿреççĕ. Çавна май вĕренекенсен хастарлăхĕ те, хăйсем тĕллĕн ĕçлесси те ÿсет.

Л. ВОЛКОВА, Ф. ЮГАМЕТОВА, вĕрентекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика