АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питĕрсен тĕслĕхĕпе-и

10 января 2013 г.

Санкт-Петербургра пулнă çакнашкал тĕслĕх пирки мĕнешкел шăв-шав çĕкленчĕ! Миллиард-миллиард тенкĕ вăрланă. Чăваш Енре те ÿксе юлмаççĕ иккен. Укçа виçи кăна пĕчĕкрех. Шупашкарти Кăкшăм урамĕнчи нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртри шыв пăрăхĕсене тĕрĕсле-нĕ май çывăхри çуртсенче пурăнакансем тата ача сачĕн ĕçченĕсем кранран нефть тути калакан тутăх тĕслĕ шыв юхни пирки кăмăлсăрланса пĕл-тернĕ. Строительство организацийĕ “Градострой” ООО пăрăхĕсене лайăх çунă пулин те лару-тăру улшăнман. Магистрале чавса кăларма тивнĕ, вĕсене тунă чух кивĕ пăрăхсемпе усă курни çирĕпленнĕ.

Вĕсемпе тивĕçтернĕ “Прибор” ООО директорĕ Мускаври пĕр фирмăран маларах нефтепровод пулнă, кивелнĕ май шутран кăларнă пăрăхсене туяннине çирĕплетнĕ. Çĕнĕ пек курăнччăр тесе вĕсен хĕррисене метала тутăхтарман сăрăпа сăрланă, ятарлă пенополиуританпа витнĕ иккен. Пахалăх сертификачĕсем, тавар накладнойĕсем суя. Çапла вара Шупашкарти строительство фирмишĕн 1,5 млн тенкĕ вырăнне трубопровод 5 млн тенке ларнă. Çав шутра – материалсен тата пурнăçланă ĕçсен хакĕ.

ООО ертÿçи пирки уголовлă ĕç пуçарнă – каварлашнă ушкăн уйрăмах пысăк виçепе улталанăшăн.

Çакнашкал тепĕр тĕслĕх те пур. Мускаври “Элитстрой” ООО “Чăвашэнергоюсав” АУОна пахалăхсăр продукци сутнă. Чăн та, энергетиксем тимлĕрех пулнă – 47 пăрăхран 23-шне пăрахăçланă, тĕрлĕ параметрпа ГОСТа тивĕçтермеççĕ тесе каялла тавăрса панă. Ку тĕслĕхпе те ултавшăн уголовлă ĕç пуçарнă.

К. АНТОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика