10 января 2013 г.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне 20 çула яхăн ертсе пынă Лев Кураков академик хальхи вăхăтра Раççей Вĕрентÿ академийĕнче ĕçлет. Çав вăхăтрах – РФ министерствин тытăмне кĕрекен аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи преподавательсен квалификацине ÿстерекен ăслăлăх ертÿçи. Лев Пантелеймонович аслă шкул тытăмĕнче 40 çул ытла вăй хурса вĕренÿ ĕçне курăмлă тÿпе хывнă. Çакна палăртар: Чăваш патшалăх университечĕ вăл ĕçленĕ çулсенче çĕр-шыври аслă шкулсен хушшинче 50 паллă ВУЗ йышне кĕнĕ. Лев Кураков вара Раççейре иртнĕ “Çулталăк ректорĕ” ята виçĕ хутчен тивĕçнĕ.
Юлашки вăхăтра вăл экономика ыйтăвĕсемпе тĕнче, Раççей шайĕнче иртекен форум-симпозиумсене хутшăнса докладсем турĕ. Тĕнчери финанспа экономика сферинче унăн ят-сумĕ çав тери хисеплĕ. Экономика наукисен докторне Лев Кураков профессора нумаях пулмасть Европăн хисеплĕ ăсчахĕн Дипломĕпе, Пĕтĕм тĕнчери Европа академийĕн премийĕпе тата II Павел ячĕллĕ Европа медалĕпе чыслани те çакна уççăн çирĕплетет. Çавăн пекех ăна Европăри естество ăслăлăхĕсен академийĕн членне суйланă. Асăннă академи Германири Ганновер хулинче вырнаçнă.
II Павел ячĕллĕ Европа медалĕ чăннипех те сумлă награда. Унпа Лев Пантелеймоновича тĕнче культурин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн чысланă. Аса илни вырăнлă: католиксен чиркĕвĕн ертÿçи – Рим папи – ăна темиçе çул каялла йышăннă. Понтифика ун чухне Лев Пантелеймонович чăваш кĕпине парнеленĕ. “Питĕ ăслă çын. Талпăнса ĕçлеме вăй-хăват пачĕ тейĕн. Эпĕ каланине куççульпе итлерĕ”, – аса илчĕ каярах академик.
Çырмасăр – пĕр кун та: çакнашкал принцип Лев Кураковăн. Унăн шухăшĕпе – кашни кун 3-4 страница çырмаллах. Кăçал вăл уйрăмах тухăçлă ĕçлерĕ – темиçе кĕнеке, словарь-справочник пичетлесе кăларчĕ. Çак кунсенче вара “Чăваш Ен” типографире Лев Кураков академикăн ĕç-хĕлĕпе туллин паллаштаракан библиографи очеркĕсен кĕнеки кун çути курчĕ. Авторĕ – РФ тава тивĕçлĕ юрисчĕ Борис Амосов. Тепĕр самант: паллă ентешĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пултарулăхĕ пирки Мускавра “библиографический указатель трудов Л.П. Куракова” справочник пичетленсе тухрĕ. Унта академикăн наука енĕпе çырнă пине яхăн ĕçне асăннă.
2013 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче 70 çул тултарнă паллă ăсчахшăн асăннă кĕнекесем – чăннипех сумлă парне. Телей юнашарах çÿрет теççĕ халăхра. Саранскран лайăх хыпар çитрĕ: Лев Пантелеймонович Куракова Н. Огарев ячĕллĕ Мордва патшалăх университечĕн ректорĕн канашçи пулма çирĕплетнĕ. Çуралнă кунне тăван университетра кĕтсе илме май килменшĕн кăштах пăшăрханать пулин те пуç усмасть академик. Иртнĕ кунăн çути çуккине ĕненет вăл, пуласлăха шанать. Чăваш патшалăх университечĕн коллективне вара Çĕнĕ çулта çитĕнÿсем сунать.
М. АРЛАНОВ.