АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс ачасен ăсталăхне тĕрĕслет

10 января 2013 г.

Çĕнĕ çул умĕн ачасене хушма пĕлÿ паракан центрта “Хĕл фантазийĕ” республика конкурсĕн район шайĕнчи тупăшăвĕ иртрĕ. Унта 20 учрежденинче пĕлÿ пухакан 143 вĕренекен хутшăнчĕ. Ĕçсене тÿресем ÿсĕм çулĕпе тата тĕрлĕ номинаципе хакларĕç. Чăнах та, мĕн кăна ăсталамаççĕ ачасем! Вăрманта хĕл илемне кÿрсе ларакан симĕс чăрăшсене пÿлĕме куçарнăнах туйăнать. Вĕсене тĕрлĕ тĕслĕ хутран, çипрен, йăлтăркка ярăмран... ăсталанă.

Пĕринчен тепри илемлĕрех, илĕртÿллĕрех симĕс чăрăшсем. “Хĕл Мучийĕпе Юр Пике” те çитнĕ зала.

Вăхăта, хĕллехи каçа сăнлакан пейзажсем пур. Çаксем наци тата тĕнче культурин эткерлĕхне çитĕнекен ăру йăхран-йăха куçарса пыма пултарнине çирĕплетеççĕ. Алă ĕçĕсем ăсталăха кăтартнипе пĕрлех кăмăл-сипет туйăмĕсене аталантарма пулăшаççĕ.

Конкурс çĕнтерÿçисене палăртма кăмăллă. 7-10 çулсенчи ачасем хушшинче декораципе прикладной ăсталăх ытларах А. Кушниковăн (Сăкăт), А. Максимовпа А. Михайловăн (Татмăш), М. Красновăн (Патăрьел) палăрчĕç. Вĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. 11-14 çулхисенчен А. Печникована (Туçа), К. Горбунована (Алманчă) çитекенни пулмарĕ.

Конкурса тăратнă кирек хăш ĕçе те пысăк хак пама пулать. Кашнийĕшнех ачасем хăйсен аллипе тунă. Районта мала тухнă ĕçсем республикăри конкурса хутшăнĕç.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика