АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пурнăçне лайçăхлатасси _ тĕп тĕллев

21 декабря 2013 г.

Декабрĕн 17-мĕшĕнче республика парламенчĕн 17-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарнă.

Унта республика экономикине инвестицисем хывассинчен пуçласа вĕрентỹпе сывлăх сыхлавĕн, спорт ыйтăвĕсем таранах _ пур енĕпе те халĕчченхи ĕçе хакласа малашлăх тĕллевсем лартнă. Çапах иртнĕ çулсенчи çырусенчен уйрăмми те пур: Михаил Васильевич культура ыйтăвĕсем çинче пайăррăн чарăнса тăнă. Çав шутра _ чăваш чĕлхин, йăли-йĕркин шăпи-пуласлăхĕ. Хăйне евĕрлĕ самант: Çырăвăн самай вăрăм çак сыпăкĕпе Михаил Игнатьев чăвашла паллаштарнă. Халăхăмăрăн Çырăва кĕртнĕ ваттисен сăмахĕсене чăвашла калани пулнă, анчах кунашкалли _ пуçласа.

Сессие Патшалăх Канашĕн депутачĕсемсĕр пуçне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитетсен ертỹçисем, тĕн конфессийĕсен пуçлăхĕсем, общество ĕçченĕсем, предприятисемпе организацисен, массăллă информаци хатĕрĕсен ертỹçисем хутшăннă. Республика Пуçлăхĕн сехет те вунă минута тăсăлнă вулавне Чăваш наци телекуравĕ, "Раççей 24" канал, наци радиовĕ, "Тăван радио" эфирĕнче тỹрремĕнех трансляциленĕ.

"Хыпартан"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика