АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп çулăмне лашапа тата Хĕл Мучипе кĕтсе илĕç

21 декабря 2013 г.

 ÇИТЕС эрне кун Чăваш Енĕн тĕп хули Олимп çулăмне чыслăн йышăнĕ. Ку тĕлĕшпе Шупашкар 95-мĕш вырăн пулĕ. Ăна чукун çул вокзалĕнче кĕтсе илессине, çулăма Олимп вăййине виçĕ хут хутшăннă, пĕринче кĕмĕл призер, тепринче чемпион пулса тăнă Елена Николаевана тыттармаллине те вулакансене маларах пĕлтернĕччĕ. Истори пĕлтерĕшлĕ пулăма асра юлмалла тăвас тесе тĕрлĕ хулапа ялта тĕрлĕ майсем шухăшласа кăлараççĕ. Пĕр хулара, сăмахран, тĕве çине хăпарса ларнă çын ăна тытса пынăччĕ. Пирĕн, паллах, ун пек чĕр чунсем çук. Тĕрĕссипе, çынсем тунă тĕлĕнтермĕше тепĕр хутчен усă курни те аван мар пек. Республикăри эстафетăна урхамаха тата Хĕл Мучие явăçтарасшăн-мĕн. Çывхарса килекен лаша çулталăкĕнче çакă интереслĕ те пулмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика