АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕн тата Чăваш Республики Пуçлăхĕн Çырăвĕсене хаклаççĕ

21 декабря 2013 г.

Н. ГЛУХОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

Халăх культури _ вăл аталанмалла. Вăл пулсан производствăри, строительствăри, ял хуçалăхĕнчи, ытти сферăри культура та пулĕ. Çак шухăша палăртни питĕ вырăнлă.

Тепĕр самант: вырăнти хăй тытăмлăх пĕлтерĕшне Владимир Путин Çырăвĕнче те палăртнăччĕ, çакăн пирки Михаил Игнатьев каларĕ. Паян вырăнти хăй тытăмлăх _ халăхшăн чи çывăх влаç органĕ, вăл граждансен нумай ыйтăвне татса пама тивĕç. Чылай ыйтăва татса парас енĕпе республика ăнăçлă ĕçлет. Калăпăр, Канаш монохула пулнă май малалла аталанĕ, ялсен территорийĕсем çĕнĕ шкулсем, садиксем кĕтеççĕ. Республика ертỹçисем ача сачĕсемпе çыхăннă ыйтăва татса пама шантарнăччĕ, калам: Патăрьел районĕнче черет çук. Çыру хамăр ертсе пыракан муниципалитетсен территорийĕсенче тата та çине тăрарах ĕçлеме хăват парать.

В. САЛМИН, ĕç ветеранĕ, ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ:

Раççей Конституцийĕ 20 çул тултарнă кун, раштавăн 12-мĕшĕнче çĕр-шыв Пуçлăхĕ Владимир Путин Раççейĕн Федераци Пухăвне вуннăмĕш хут Çырупа тухрĕ. Çĕр-шывăмăрăн çитес çулсенчи аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртакан стратеги докуменчĕпе питĕ тĕплĕн паллашрăм. Президент экономикăна аталантарас, регионсен инвестици илĕртỹлĕхне çĕклес, медпулăшу пахалăхне вăйлатас, профессионалсен кадрĕсене хатĕрлес тата ытти нумай ыйтупа тĕллевсем палăртрĕ. Сăмахран, вăл кăçал çĕр-шывра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртрĕ. Ку пулăм, паллах, савăнтарать. 2015 çултан пуçласа Раççейре ачасене тỹлевсĕр, çитĕннĕ çынсене кашни виçĕ çулта пĕр хутчен диспансеризаци кăларса чир-чĕре вăхăтра палăртса сиплессине вăя кĕртмеллине те каларĕ. Çакă та кăмăллă, мĕншĕн тесен ку чухне пирĕн районта та çамрăкла, сăлтавне малтан пĕлмесĕр, сасартăк вилекенсем нумай.

Çырури ытти самантсем те кăмăла кайрĕç: çемье институтне татах та çирĕплетсе пырасси, вырăнти самоуправленипе влаç тытăмне вăйлатасси, çар çыннисене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси...

А. БАБАЕВ, Турханти психоневрологи интерначĕн директорĕ:

Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура кашни отрасле пырса тивекен самантсем пур. Сывлăх сыхлавăпе социаллă пулăшу тытăмне аталантармалли малашлăха уççăн палăртнă. Президент палăртнă пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри _ социаллă сфера пулăшăвĕн пахалăхне хакламашкăн никама пăхăнман тытăм туса хурасси. Çырура сыватмăшсемпе социаллă учрежденисен пулăшăвĕн пахалăхĕ тата тивĕçлĕ ĕç укçи тỹрреммĕнех çыхăнмаллине те каланă. Ку çапла пулмалла та.

Раштавăн 17-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ те тарăн та анлă шухăшлă, малашлăхлă. Чăваш Ен элтеперĕ вăйра тăракан саккунсемпе усă курса халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли тĕллевсене палăртнă, влаç органĕсемпе обществăн уйрăмах тимлĕ пăхмалли саманчĕсем пирки ыйтăва çивĕчлетнĕ.

Н. ТУКТАНОВА, Патăрьелĕнчи тĕп ача сачĕн заведующийĕ:

Ачасем _ пирĕн пуласлăх, малашлăх тетпĕр. Çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллев _ çитĕнекен ăрăва сывă та тĕреклĕ ỹстересси. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă уçă Çырура вĕренỹ тытăмĕн, ачан çынлăх паллисене аталантармалли ĕç-хĕл никĕсĕ шкулчченхи вĕренỹ пулнине питĕ тĕрĕс каларĕ. Коллективра эпир çакна тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр та. Воспитательсем пурте пысăк опытлă. Вĕсем ултă ушкăнра та пысăк кăмăлпа, хавхаланса ĕçлеççĕ. Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче инвалид, сусăр ачасемпе уйрăммăн ĕçлемеллине каларĕ. Çак шухăша питĕ ырлатăп. Ачасене тĕрĕс калаçма хăнăхтарас тесен, малашне пирĕн садиксенче те логопед-специалист кирлех пулĕ.

А. ЕГОРОВА ыйтса пĕлнĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика