21 декабря 2013 г.
Ача чухне аслисемпе юнашар ял клубĕнче пулакан концертсемпе киносене çакланас тесе мĕн чухлĕ тăрмашман-ши? Çул çитмен ачасене çĕнĕ çул елкисĕр пуçне нимĕнле мероприятие те явăçтарасшăн марччĕ. "Пĕчĕк-ха", _ тетчĕç пĕр сăмахпа. Ял клубĕнче вара кирек мĕнле мероприятире те чышса тултарнă евĕр лăк тулли халăхчĕ. Тепĕр чухне ларма мар, тăма та вырăн çукчĕ темелле. Халĕвара? Паян та ял клубĕсем лăк тулли те, çурма пушă та пулаççĕ. Каллех хăçан мĕнле темелле-ши? Сăмахран, икĕ-виçĕ уйăх каялла Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне хальхи вăхăтра çамрăксем каçăхса кайса пăхма хатĕр эстрада çăлтăрĕ Александр Нефрит концертпа килчĕ. Сăнĕпе те, хăтланăвĕпе те, тумтирне хăй çине çаккаласа янипе те Валерий Леонтьева аса илтерекен çамрăк артиста куçа-куçăн курма çамрăксем çеç мар, çулланнисем те, шăпăрлансем те хăпса тухнă. Калăн, район центрĕнчи клубра акатуй е лотерея вылявĕ ирттереççĕ. Артист юрланă вăхăтра пĕрисем шăхăраççĕ (ку, паллах, культурăсăрлăх тесе шутлатăп), теприсем аллисене тăвăллăн çупаççĕ, сцена хĕрринче авкаланса-хуçкаланакансем те пур. Урăхла каласан, Нефрит çỹлелле вĕçсе кайманни кăна... Нумай пулмасть вара Патăрьелсене чăваш халăх артистки Надежда Заводскова хисеп турĕ. Хастар чăваш хĕрĕ хăйĕн пултарулăх каçне кăтартуллă ташă ушкăнĕсене, уйрăм çамрăк юрăçсене те явăçтарнă. Виталий Сергеев ертсе пыракан программа пурин кăмăлне те каймалла. Мероприяти авторĕ хăй те чăваш юррисене умлăн-хыçлăн хут купăспа ăста шăрантарчĕ. Чăваш юррисене итленĕçемĕн итлес килет темелле. Анчах сцена ăстисем пысăк хавхаланупа çунатланманни куракансене те сисĕнчĕ-тĕр. Мĕншĕн тетĕр-и? Тулли мар залра вĕсем хăйсене кирлĕ пек тытаймарĕç темелле. Заводскова та чăтаймарĕ курăнать: "Манăн иртнĕ юбилейра çак залра лăк тулли халăхчĕ. Паян вара... Патăрьелсем мана юратма пăрахасшăн курăнать...", _ терĕ вăл шỹтлерех. Çак сăмахсемшĕн хамăра темĕнле пысăк намăс пек туйăнчĕ. Аванмарланса та кайрăм. Çын хăйĕн савнăçне пайлама Юхмапа Пăла тăрăхне çити килнĕ-çке...
Паян чăнах та район центрĕнчи культура çуртне çеç мар, ялти клубсене те темĕнле юрăç та хăйĕн ушкăнĕпе вырăнти халăха савăнтарма килет. Тĕрĕссипе билет хакĕ те йỹнех мар: 200 _ 250 тенкĕ. Кашни эрнере пĕрер концерта çаклансан та шалуран пин тенкĕ укçа шарт кăна катăлать. Çемьеллĕ çын унпа пĕр "саплăка" питĕрет темелле. Тепĕр енчен пăхсан вара пирĕн хушăмăрта чунсемпе чурăсланакансем йышлансах пыраççĕ. Хăшĕ-пĕри килĕсенче тымарлансах, мăклансах ларнă-тăр. Ăна нимĕнле культура мероприятийĕ те, концерт та, тĕл пулу та кăсăклантармасть. Çакнашкал çынсемех суйлавсене те хутшăнасшăн мар: "Унсăрах иртет-мĕн". Пурăнать те пурăнать ĕнтĕ вăл çапла мĕн шуриччен. Ватăлсан пушшех те культура çурчĕ еннелле утмасть. Пуçа ирĕксĕрех пĕр шухăш пырса кĕрет: пĕрин ĕçне тепри хăçан хисеплеме, сума сума вĕренетпĕр - ши? Ун пек чухне кăмăл-сипет, ăс-хакăл пирки те урăхла калаçăттăмăр.
А. Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)