21 декабря 2013 г.
Раштавăн 17-мĕшĕнче 100,3 FM хумĕсем çинче "Тăван радио" сăнав шайĕнче эфира тухрĕ. Ăна Наци радиовĕн хыпарлав анлăшне пысăклатас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унччен Наци радиовне республикăри районсем кăна итлеме пултарнă. Вăл Шупашкара тата Çĕнĕ Шупашкара çитмен. Çак хуласенче вара Чăваш Енри халăхăн 47 проценчĕ пурăнать.
2012 çулхи чỹк уйăхĕнче "Чăваш Ен" наци телерадиокомпанийĕ федераци конкурсĕнче çĕнтерсе 100,3 FM хумсем çине тухма ирĕк çĕнче илнĕ. Çапла майпа ỹлĕмрен Чăваш Ен Наци радионе тата "Тăван радиона" республикăра пурăнакан кашни çын итлеме пултарĕ.
Малашне "Тăван радио" талăкĕпех эфира тухĕ. Вăл чăвашла тата вырăсла çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарĕ, программăра общество-политика, ăс-хакăл, кану кăларăмĕсем пулĕç. Ăна чăвашла юрă-кĕвĕпе "Тăван микс ир" (6-9 сехетсенче) кăларăм уçĕ, "Тăван микс каç" хупĕ. 13-16 сехетсенче интервьюсем, студи хăнисемпе йĕркеленĕ калаçусем пулĕç. Çавăн пекех "Тăван радио" Наци радиовĕн чи лайăх кăларăмĕсемпе, радиоспектакльсемпе, классика тата хальхи юрă-кĕвĕ концерчĕсемпе паллаштарма хатĕрленет.
Çĕнĕ МИХ çĕнĕ ятсене уçас тĕлĕшпе уйрăмах хастар ĕçлĕ. Çавăн пекех 100,3 FM хума ваттисен сăмахĕсем, кăларăшсем илемлетĕç.
Хыпартан
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)