21 декабря 2013 г.
Чăваш Енре Олимп çулăмĕн уявне пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Эстафетăччен 6 кун кăна юлчĕ. Олимп вăййисен тĕп символĕ кăнтăрла 12 сехетре чукун çул вокзалĕнче старт илĕ. Унтан хулан тĕп урамĕсемпе çула тухĕ: Ленин проспекчĕ, Андриян Николаев, Калинин, Текстильщиксен, Зоя Яковлева, Иван Франко урамĕсем, Юхан шывçăсен тỹремĕ, Константин Иванов урамĕ, Мускав, Максим Горький проспекчĕсем, Университет, Павлов мичман, Гузовский, Чул хула урамĕсем, Президент тата Электроаппаратчиксен бульварĕсем, Карл Маркс, Гагарин, Чапаев, Çĕрпỹ урамĕсем (тĕплĕнрех хула администрацийĕн сайтĕнче паллашма пулать). Çавăн пекех хулари паллă вырăнсенче те пулĕ: Çĕнтерỹ паркĕ, юхан шыв порчĕ, Анне палăкĕ, кỹлмек хĕрри.
Эстафета виçĕ тапхăрпа иртĕ. Пĕрремĕшĕ _ чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă корпусĕ патне çитиччен. Иккĕмĕшĕ _ тĕп тапхăрсенчен пĕри _ Хĕрлĕ лапам. Олимп çулăмне унта çуна çинче ларакан Хĕл Мучипе унăн хуралçисем илсе килĕç. Чăваш патшалăх драма театрĕ умĕнче чаплă концерт иртĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем Хĕл Мучипе пĕрле зарядкăна тăрĕç, çĕр-шывĕпе палăрнă трактор-шоу çынсене тимĕр "урхамахсен" ăсталăхĕпе тĕлĕнтерĕ. Юлашки тапхăр _ "Олимпийский" стадион, унта 18 сехетре пысăк та савăнăçлă уяв пуçланĕ.
Çулăма пĕрремĕш йăтма Олимп чемпионкине Елена Николаевăна шаннă. Стадионта вара çулăма Олимп чемпионĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Воронков чĕртĕ. Вĕсемсĕр пуçне Олимп вăййисен тĕп символне 161 çын йăтĕ. Çавăн пекех эстафетăна 1000 яхăн волонтер _ спорт шкулĕн вĕренекенĕсемпе студентсем, хастар яшсемпе хĕрсем _ хутшăнĕç.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ 10 сехетрен пуçласа 22 сехетчен эстафета иртекен çулсемпе автомобильсене тата общество транспортне вăхăтлăха çỹреме чарасси çинчен йышăну кăларнă. Çавăнпа йĕркелỹçĕсем çул çине автомобильсĕр тухма ыйтаççĕ, çавна май раштавăн 27-мĕшне çуран çỹремелли кун тесе палăртнă. Çав кун полицин 2000 яхăн ĕçченĕ йĕркелĕхшĕн яваплă пулĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх _ чылай предприятипе организацире ĕçлекенсем валли канмалли кун тума сĕннĕ. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли спортпа сывлăх кунĕ иртĕ, çав вăхăтрах ача сачĕсемпе пуçламăш шкулсем малтанхи графикпах ĕçлĕç.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)