01 января 2013 г.
2010 çулхи халăх çыравĕнче Чăваш Енре 1065,1 пин çын çуралнине палăртнă (çуралнă вырăна кăтартнисен 88,1 проценчĕ). Çав хушăрах республика тулашĕнче çуралнисен йышĕ 22,1 пин çын сахалланнă: 2010 çулта 143,9 пин шутланнă (çуралнă вырăна кăтартнисен 12 проценчĕ) пулсан, 2002 – 166,1 пин (13 процент). Федерацин Атăлçи округĕнче – Чулхула, Тутарстан, Мари Эл тăрăхĕсенче – чăвашсем чылайăн пурăнаççĕ. Анчах çыравра вĕсенчен нумайăшĕ çуралнă вырăнне кăтартман.
2002-2010 çулсенче республикăра Молдовăран, Туркменистанран, Грузирен, Узбекистанран тата ытти çĕр-шывран куçса килнисен йышĕ ÿснĕ. Чăваш Енре Германи, Китай, Израиль, Америка çыннисем те пур.
Республикăра пурăнакансен пысăк пайĕ – 1209,2 пин çын е пурăнакан вырăна кăтартнисен 98 проценчĕ – уйрăм çуртра е хваттерте тĕпленнĕ. Çемьери кашни çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕрĕн 19 тăваткал метрĕ тивет. Ялта пурăнакансен 20 тăваткал метр, хуларисен – 18.
Халăх мĕнле условисенче пурăнни те паллă. Пурăнмалли пÿлĕмсем килти çынсен йышĕнчен пысăкрах пулмалла. Кун пек хăтлă условисенче 98,1 пин çын (22 процент) пурăнать. 149,7 пин çемье (34 процент) хваттерĕнчи пÿлĕмсем унта пурăнакансем чухлĕ. 196,5 пиншĕн вара (44 процент) пÿлĕмсем çителĕксĕр.
Çав вăхăтрах çынсем çурт-йĕре хăтлăх кĕртме тăрăшни сисĕнет. Иртнĕ сакăр çулта çурт-йĕр фончĕ палăрмаллах лайăхланнă. Çакă уйрăмах ялта палăрать. Газ, таса шыв, канализаци – ял халăхĕ те хуларинчен юласшăн мар.
2010 çулхи халăх çыравĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене тишкернĕ май туалет, кухня пуррипе, килти çÿп-çапран мĕнле тасалнипе кăсăкланнă. Çавăн пекех килти хуçалăха информаци-коммуникаци хатĕрĕсемпе тивĕçтернине те шута илнĕ. Республикăра пурăнакансен 45 проценчĕн стационарлă телефон пур. Телевизор антеннипе – 90, радиопа – 17, интернетпа 30 проценчĕ усă курать.
Л. НИКИТИНА.