АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Историллĕ вырăнсенче

21 декабря 2013 г.

Вĕренекенсем историн тĕрлĕ вырăнне кайса курма тăрăшаççĕ. Çак кунсенче çитĕнекен ăру Н. Никитинапа Г. Генералова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем йĕркеленипе Йĕпреçри "Уçă тỹпе айĕнчи" музейра пулчĕ. Вĕсем чăвашсен авалхи кил-çурчĕпе, савăт-сапипе, ĕç хатĕрĕсемпе паллашрĕç. Музейра ачасем тĕрлĕ художник ỹкерчĕкĕсене те курчĕç, асăнмалăх сувенирсем туянчĕç. Христиан тĕнне ĕненекенсемшĕн Каçал тăрăхĕнчи Шурут ялĕнче вырнаçнă мăнастирте пулса курни те нумайлăха асра юлĕ. Матрона матăшкă Çветтуйсен асамлă вăйĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Мăнастире йывăр чиртен сывалма, пулăшу ыйтма килекенсен пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулни те ачасене тĕлĕнтерчĕ. Çул çỹревĕн тепĕр тапхăрĕ Канаш хулинче иртрĕ. Унта ачасем краеведени музейĕнче пулса курчĕç. Çакнашкал çỹрени çитĕнекен ăрăвăн тавра курăмне анлăлатать, "пĕлỹ çỹпçине" хушма материалсемпе пуянлатать.

А. НИКИТИНА, 8 класра вĕренекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика