АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интереслĕ çул çÿрев

01 января 2013 г.

Çĕньялти вăтам шкулта вĕренекен ачасемшĕн математика эрни чăн-чăн уявах пулчĕ. Пĕрремĕш кун чи аслисемпе ятарласа кашни класран суйланă лаборантсем хатĕрленĕ литература композицийĕпе уçăлчĕ. Унтан черетленсе тĕрлĕ мероприяти иртсе пычĕ. Уроксем хыççăн пурте “Математика тĕнчинче” çул çÿревре пулчĕç. Вĕренекенсем хăйсен тĕлĕнтермĕш ребусĕсемпе, сканворчĕсемпе савăнтарчĕç.

5-7 классене çÿрекенсем цифрăсенчен ÿкерчĕксем турĕç. Кунта Алина Нестерова, Родион Макаров, Любовь Колпакова хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çитĕнекен ăру математика çинчен сăвă, юмах çырчĕ. Çак кĕнекесен куравне йĕркелерĕç. Е. Шихранова, Е. Пазитов, М. Нестеров матур юмах ăстисем, А. Нестерова, А. Савельева, А. Ухварина ăста сăвăçсем пулчĕç.

Паллă математиксем çинчен презентаци куравĕ иртрĕ. “Математиксем те шÿтлеççĕ” хаçатсем пур вулакана та кулă парнелерĕç.

9-11 классем хушшинчи КВН пурне те тыткăнларĕ. Тупăшура 11-мĕшсем пĕрремĕш, 9-мĕшсем иккĕмĕш, 10-мĕшсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çамрăк математиксем юрларĕç, ташларĕç, сценкăсем лартрĕç, фокуссем кăтартрĕç. Уйрăмах ачасене 11 класра вĕренекен Елена Ершова çырнă “Математикăпа унăн вĕрентекенне Н. Иванована” халалланă ода пурне те килĕшрĕ.

Эрнене ИЗО учителĕ С. Юрмина, технологи вĕрентекенĕ Т. Ершова, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И. Аксакова тÿресем пĕтĕмлетÿ турĕç. Унпа пурте кăмăллă юлчĕç.

Н. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика