АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр валли шăтăк

01 января 2013 г.

Раççейĕн тĕп наркологĕ Евгений Брюн шучĕпе пирĕн халăх Анăçринчен ытлашши ĕçмест, çынсем хаяр та япăх эрехе пула нумай “тăкăнаççĕ”. Вăл пирĕн хăш-пĕр ыйтăва хуравлама килĕшрĕ.

– Пирĕн çĕр-шыва илсен миçе çын наркоманипе тата алкоголизмпа чирлĕ;

– Чирлĕ тесе тĕрĕс каларăр. Регистрациленĕ наркомансем – 560 пин, пĕтĕмĕшле йышĕ 1,5 миллионран иртет. Алкоголиксем 1,7 млн çын. Цифра ытла та пĕчĕк тетĕр-и; Психика улшăннă çынсен шучĕ çавнашкал. Тĕрĕссипе, кашни виççĕмĕш çын “çуттисĕр” пурнаймасть. Çак çулсенче наркомансен йышĕ ÿсмен, хăш-пĕр регионсенче, калăпăр, Тутарстанра, кăштах чакнă та.

– Тĕнчере эрех ĕçессипе пире çитекенни çук пулĕ;

– Пĕтĕм наци черкке ăшне путман-ха. Сăмахран, американецсем хăйсен халăхĕн 20 проценчĕ алкаша тухнă теççĕ. Çав шута кунне пĕр-ик черкке ÿпĕнтерекенсене те кĕртеççĕ.

Европăпа е Америкăпа танлаштарсан пирĕн наркомансен шучĕ сахалрах. Кашни çын пуçне çулталăкра эрех мĕн чухлĕ ĕçнин статистикине тĕр-лĕрен палăртрĕç: 18 литртан пуçласа 50 литр таранах. Каçарăр та, кун чухлĕ ĕçсен пĕтĕм наци вилсе пĕтмелле. Паян хаяр шĕвек виçи пирки мар, ĕçкĕ культури çинчен калаçмала. Европа çĕр-шывĕсенче хĕрлĕ эрехе кашни кун ĕçеççĕ, анчах пĕчĕкшерĕн. Ку организма пысăк сиен кÿмест. Пирĕн вара виçи çук. Хаяр шĕвеке сăрапа хутăштарасси, тутлантарнă шĕвексене ĕçесси йăлана кĕнĕ. Банкăри коктейль тата хăрушăрах.

– Çынсем наркотика пула е суя эрех ĕçнипе ытларах вилеççĕ;

– Хаяр шĕвеке пула. Ăна тупса илме çăмăлрах. Наркотиксем мĕнле çухатусем патне илсе пынин тĕп-тĕрĕс статистикине илсе кăтартаймастăп. Хамăр ведомство специалисчĕсен шучĕпе – 7-8 пин çын. Наркотиксене хирĕç кĕрешекен служба темиçе хут пысăкрах цифра асăнать: çулталăкне 30-100 пин пурнăçран уйрăлать.

Усал япаларан ниепле те хăпаймастпăр, хамăр валли хамăрах шăтăк алтнине ăнланса илме вăхăт ĕнтĕ.

– Водитель прави илес йĕркене çирĕплетесси çинчен чылай калаçрĕç, анчах...

– Аварисен шучĕ чакмасть, водитель прави леш тĕнчене ăсанмалли путевка пулса тăчĕ. Медкомисси тухнă чухне наркологи тĕрĕслевне тарăнрах ирттерме сĕнтĕмĕр. Çакна саккун йышăнсах çирĕплетмесĕр лару-тăру улшăнмĕ. Права илес текенсем пĕли-пĕлми клиникăсенче мар, патшалăхăн сывлăх учрежденийĕсенче тĕрĕсленччĕр. Вара пичет çапса паракан тухтăр яваплăхĕ те ÿсĕ. Пăшал туянас шухăшлисене те пырса тивет ку.

– Пациент сывлăхне тĕрĕс палăртмалли майсем пур-и;

– Анализсем тăрăх çын уйăх каялла эрех ĕçнипе ĕçменнине е çур çул хушшинче наркотикпа усă курнине тĕпчесе пĕлме пулать. Ăс-тăн тĕлĕшпе чирлисене çийĕнчех тупса палăртмасан пысăк инкек сиксе тухасса кĕтсех тăр.

Правине туртса илнисене тĕрĕслемелли те çавах. Çул çине ÿсĕрле тухнă водительсене сиплев курсĕ ирттерме сĕнмелле. Енчен те сиплев процедури витĕм кÿмест пулсан е вĕсем медицина тĕ-рĕслевĕ витĕр тухма килĕшмеççĕ-тĕк – унашкаллисене пуçран ачашламалла мар, правине ĕмĕрлĕхех туртса илмелле тесе шутлатăп. Тĕп нарколог ытла та çирĕп мерăсем сĕнет тесе калĕç. Унсăр епле-ха; Раççей çулĕсем çинче мĕн пулса иртнине хăвăрах куратăр-çке.

Штраф виçине ÿстерме пурнăç хистет. Анчах водительсен 30-40 проценчĕ йĕркене пăсма хăнăхнă, вĕсемпе ĕçлемелле-ха.

– Сиенлĕ йăларан хăтăлма пулăшакан реабилитаци центрĕсем уçă-лаççĕ. Вĕсен ĕçне-хĕлне мĕнле хаклатăр;

– Çапла, юлашки çулсенче уйрăм çынсем, обществăлла организацисемпе тĕн ушкăнĕсем çавăн йышши центрсем уçкаларĕç, хăйсем патне сипленме чĕнекен роликсем çавăрттараççĕ. Пĕ-летĕр-и, чылай чухне коммерци проекчĕсем вĕсем. Сиплев методики те пĕрешкел: çынна обществăран уйăрса хупса усрасси е концлагерьти пек ĕçлеттересси. Шел пулин те чирлисене патакпа хăваласа сыватнипе ниепле те килĕшме çук.

Асăннă центрсен лицензи пулмалла, сиплев процесне тухтăр сăнаса тăмалла. Çавăн йышши учрежденисем пысăк укçа ыйтаççĕ.

Апла пулин те пациентсен 90 проценчĕ патшалăх сиплевнех суйласа илет, мĕншĕн тесен чылайăшĕ мĕнпур укçипе ĕçсе супнă е наркотик тупассишĕн пĕтĕм пурлăхне сутса янă. Йывăр тапхăра лекнисене пулăшасси – пирĕн тивĕç.

– Пулăшу ыйтса килнисен миçе процентне тĕрĕс çул çине кăларатăр;

– Çÿлерех каларăм: алкогольпе наркомани – шала кайнă чирсем. Сиплев процесĕ нумай вăхăта тăсăлать. Эп шутланă тăрăх 25 процентне сывă пурнăçа тавăрма çук пулĕ, ытти пациентсемшĕн кĕрешмелле, татах та кĕрешмелле.

– Вăйпа сиплес йăла сыхланса юлнă-ха. Ун витĕмĕ сисĕнет-и;

– Тĕслĕхшĕн Мускава илĕпĕр. Кунти судсем çуллен 600 яхăн çынна вăйпа сипленме ярасси çинчен йышăну тăваççĕ. Çĕр-шывĕпе мĕн чухлĕ; Кăна калаймастăп.

Наркологи службин тытăмĕ вăйсăррине влаçсем лайăх пĕлеççĕ. Паян федерацин 3 реабилитаци центрĕ тата 73 субъектра вĕсен подразделенийĕсем ĕçлеççĕ. Алкоголиксемпе наркомансене сыватас ĕçе тивĕçлĕ шая çитермен. Обществăра сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси те хытах уксахлать. Алкоголизмпа наркомание хирĕç кĕрешмелли наци программине хатĕрлеме вăхăт çитрĕ.

А. ГРИШАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика