АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл мучи парнисем сумлă

01 января 2013 г.

Шур сухаллă, ырă кăмăллă Хĕл Мучи кашни çемьенех мĕнле те пулин савăнăç, телей илсе килет. Аçтаха çулталăкĕнче те çаплах пулчĕ темелле. Иртнĕ уйăхра вăл, сăмахран, Сăкăт ялĕнчи Чунчурскисем патĕнче пулнă, вĕсен йышне йĕкĕреш чиперкке хутшăннипе саламланă. Халĕ пĕр варта выртнисем саккăрăн сак тулли кăна çеç те мар, тăххăрăн пулса кайрĕç. Шел те, Иван Николаевичпа Тамара Васильевна евĕр хастарсем районта нумай тееймĕн.

Пăлапуç Пашьелĕнчи Агашевсен кĕрекине те парнесем валеçме алхапăл Хĕл Мучи сăлтавсăрах лекмен. 32 çултах салтак арăмĕ пулса юлнă Александра Егоровна хăйĕн çĕр çулхи пысăк юбилейне çывăх тăванĕсемпе паллă тунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр ĕмĕр урлă каçнă çынсене алăри пÿрнепех шутласа тухма пулать.

Первомайскинчи Матюшкинсемшĕн вара район 85-мĕш хут хăйĕн çуралнă кунне паллă тунă çулталăк урăхла енĕпе палăрса юлчĕ. 18 çул пĕрле пурăнакан педагогсем “Çулталăк çемйи – 2012” конкурс çĕнтерÿçисем пулса финала тухнă. Республика шайĕнчи конкурса 149 кăтартуллă çемье хутшăннăччĕ. Владимир Васильевичпа Ирина Николаевнăна та Хĕл Мучи пайсăр хăварман.

2012 çул районшăн та ăнăçлисен шутне кĕрсе юлĕ. Асамлă шурсухал пулăшнипе икĕ уйăхра умлă хыçлах шкул çулне çитмен ачасем валли хăтлă садиксем уçăлчĕç. Патăрьелсемпе Шăнкăртамсемшĕн “Юмах” тата “Шăпчăк” чăнласах та пысăк парне. Вăл çеç те мар-ха. Нумай пулмасть Тутар Сăкăтĕнче “мăкланнă” ыйтăва çĕнетсе шкулпа садикăн никĕсне ячĕç, строительсем кунта шартлама сивĕсене пăхмасăрах ĕçлеме пикенчĕç. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 35 шăпăрлан валли садик хута янишĕн вара ашшĕ-амăшĕ паянхи кун та район ертÿçисене тав туса пĕтереймест.

Районта çулталăк тăрш-шĕпех строительство платформисем ĕçлĕ шавпа кĕрлесе çеç тăнине ытти тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Хыçа юлнă вун икĕ уйăхра вăтăр пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă.

“Яла 2013 çулччен аталантармалли” федераллă программăпа килĕшÿллĕн çирĕм çемьене çурт-йĕр çавăрма е ăна туянма патшалăх алă тăсса пулăшнă, вăл шутра вуннăшĕ – çамрăк специалистсем. Тепĕр программăпа вара тата 18 çамрăк çемьене социаллă пулăшу çитнĕ.

Тăлăх ачасене, нумай ачаллă çемьесене, вăрçă ветеранĕсене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшмалли çул-йĕр те районта ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика